АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем çĕнтерĕве туптанă

08 мая 2013 г.

Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕренпе çур ĕмĕр ытла иртнĕ ĕнтĕ. Апла пулин те çак çĕнтерÿ паянхи кун та кашни çыннăн чĕринче. Чăвашсем те ытти чылай халăх çыннисемпе çума-çумăн тăрса çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче çĕнтерĕве туптанă. Çĕр-шыва ирсĕр тăшманран ирĕке кăларассине хутшăнас текенсен шучĕ питĕ пысăк пулнă. Çавна кура Чăваш АССРĕн территорийĕнче уйрăм дивизисем те йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри — 139-мĕш стрелковăй дивизи.

Ăна 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче Шупашкарта йĕркелеме пуçланă. Дивизинчи салтаксен 70 проценчĕ чăвашсем пулнă. Пĕрремĕш хут дивизи 1942 çулхи август вĕçĕнче Ржев хули патĕнче çапăçăва кĕнĕ. Ржев-Сычев операцие Калинин тата Хĕвел анăç фрончĕсен 15 çарĕ хутшăннă. 345 пин ытла салтакпа офицер Ржев хулине тăшмансен аллинчен туртса илме ыткăннă. Официаллă кăтартусем тăрăх, çак хула патĕнчи çапăçусенче 52 пин ытла салтак пуçĕсене хунă, 142 пин ытла салтак аманнă. Пирĕн çарсен кашни кунхи çухату вăтамран 7747 çынпа танлашнă.

Ржев патĕнчи çапăçусенче 139-мĕш стрелковăй дивизи те йышне чылай çухатнă. Вĕсен шутĕнче пирĕн район çыннисем те пулнă. Александровка ялĕнче çуралса ÿснĕ Василий Яковлевич Шутов, Василий Данилович Соловьев, Иван Сергеевич Карошин, Хырхĕрринчи Евстафий Иванович Сурин, Константин Григорьевич Григорьев, Тутар Йăвашкел ялĕнчен Ильяс Хасамудинович Хасмудинов, Комаровкăран Михаил Иванович Савельев Ржев патĕнчи çапăçу хирĕсенче выртса юлнă.

Дивизин çулĕ çакăнпа вĕçленмен-ха, пуçланнă кăна тесен те юрать. Вăл Киров, Рославль, Могилев хулисене ирĕке кăларнă çĕрте палăрнă, Польшăри, Данцигри, Берлинти тата ытти çĕрти çапăçусене хутшăннă, Эльба юхан шывĕ таранах çитнĕ.

Вилĕмрен хăрамасăр çĕр-шывăн ирĕклĕхĕшĕн вутта ыткăннă ентешсене яланах асра тытăпăр. Вĕсен ячĕ пирĕн чĕресенче упранĕ.

П.ЗАЙЦЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика