08 мая 2013 г.
Халĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн хĕрÿ вăхăт пырать. Майăн 6-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 8555 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă (планпа палăртнин 78,4 проценчĕ). Çав шутра «Урожай» колхозра — 1030 гектар, «Дружба» ЯХПКра — 860 гектар, «Слава картофелю» агрофирмăра — 506 гектар, «Труд» ЯХПКра — 462 гектар, «Луч» ЯХПКра — 430 гектар çинче ку ĕçе пурнăçланă. Пĕр çул ÿсекен курăксене 619 гектар, çĕр улмине 79 гектар, пахча çимĕç культурисене 26 гектар çинче акса хăварнă.
Кĕрхи культурăсене пурĕ 3070 гектар çинче сÿреленĕ, 2622 гектар çинче апатлантарнă. 11270 гектар çинче çĕртме тунă.
Пур хуçалăх та çур акине тăсса ямасăр çывăх вăхăтрах акса пĕтерессе шанатпăр.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ
Источник: "Каçал Ен"