30 апреля 2013 г.
Иртнĕ шăмат кун, апрелĕн 27-мĕшĕнче, спорта юратакансем черетлĕ ăмăртăва пухăнчĕç. Ытти çулсенче çуллахи спорт сезонне Комсомольскинчи вăрман уçланкинче уçнă пулсассăн, кăçал ăна физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче йĕркелерĕç.
Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.А.Тихонов сезон уçăлнă ятпа саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. «Ятарлă чупу йĕрĕсем çинче сире чупма меллĕрех те, лайăхрах та пулĕ, маттуррисем финиша чи малтан çитĕç», — терĕç вĕсем.
Ăмăртăва тĕп тата вăтам шкулсен командисем хутшăнчĕç.
Пирваях старта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем тухрĕç. Çак ушкăнри хĕр ачасем 500 метра чупрĕç. И.Тимофеева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) — пĕрремĕш, А.Деменкова (Александровка тĕп шкулĕ) — иккĕмĕш, М.Корсунова (Асанкасси) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Арçын ачасем 1000 метрлă дистанцире ăмăртрĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене А.Силеменкинпа (Хырай Ĕнел) А.Филиппов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) çĕнсе илчĕç. И.Бедертдинов (Хирти Мăнтăр) финиша виççĕмĕш çитрĕ.
Вăтам шкулсенче вĕренекен арçын ачасем 2000 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Малти вырăнсене Нĕркеç вăтам шкулĕн спортсменĕсем алăран вĕçертмерĕç. М.Исаев — пĕрремĕш, А.Антонов — иккĕмĕш, Н.Исаев виççĕмĕш пулчĕç. Хĕрсенчен Аслăчурачăксем палăрчĕç. Э.Мирзетзянова, А.Тарасова, Е.Кадыкова — чи хăвăрт чупакансем.
Ăмăртăва, предприятисемпе организацисене илес пулсассăн, районти РФ муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн сотрудникĕсем çеç хутшăнма кăмăл тунă иккен. А.Миллин финиша пĕрремĕш çитрĕ. И.Минегалеев, Э.Биккулов иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем пулчĕç.
Шел, ытти ĕçченсем старта тухмарĕç, ерçеймерĕç-ши?
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"