30 апреля 2013 г.
Иртнĕ кунсенче Пушар хуралĕн кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Ку мероприятие районти пушар хурал пайĕн ĕçченĕсем, отрасль ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах пухăннисем умĕнче Патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕн тата 31-мĕш номерлĕ пушар хурал пайĕн начальникĕсем Николай Назаровпа Сергей Алексеев тухса калаçрĕç, уяв ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕç. Докладчиксем ветерансем паянхи кун пушар хуралĕнче тăракансемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, ял тăрăхĕсенчи пушар хуралĕн службисенче тăрăшакансемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕç.
Ун хыççăн мероприятире нумай çул ĕçлекенсене, Сергей Красновпа Иван Тихонов водительсене, чысларĕç.
Юлашкинчен пушар хуралĕн службин ĕçченĕсем В.Б.Мамуткин, И.И.Прохоров, В.В.Павлов, В.Б.Тихонов, В.В.Мамуткин ветерансене вĕри чейпе сăйларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
С.АЛЕКСЕЕВ.
Источник: "Каçал Ен"