30 апреля 2013 г.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ ташшипе, илемĕпе палăрса тăрать районти искусство шкулĕн «Островок» ташă ушкăнĕ. Вăл йĕркеленнĕренпе 13 çул çитрĕ. Пултаруллă, ăста ташăçă Татьяна Евтихиевна Иванова ертсе пыракан ушкăн çак вăхăтра нумай-нумай хулара, ют çĕр-шывра пулнă, çĕр-çĕр хутчен çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, тĕрлĕ конкурссенче палăрнă. «Островок» репертуарĕнче тĕрлĕ халăхсен илемлĕ ташшисем пур. Ташăçăсем паянхи кун çинче çеç чарăнса тăмаççĕ, хăйсен ăсталăхне ÿстереççĕ, çĕннине алла илеççĕ, малашлăх пирки ĕмĕтленеççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене пĕрлештерсе тăрать ушкăн. Кĕçĕннисем аслисенчен вĕренсе пыраççĕ.
Иртнĕ эрне кун районти культурăпа кану центрĕнче çамрăк артистсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Уява Пĕтĕм халăхсен ташă кунне халалларĕç. «Островок» ушкăна çÿрекенсен ташшисем мĕн тери илĕртÿллĕ, çыпăçуллă. Чăваш, тутар халăх ташшисене ташланă чухне залра ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. Еврей, ирланди ташшисем те куракансене тыткăнларĕç. Кĕçĕннисем те аслисенчен юлмарĕç, «Барыня», «Поварята», «Ми-ми-до» ташăсенче ăсталăхпа палăрчĕç.
Çавăн пекех концертра Ольга Буслаева, Ксения Гришина, Юлия Козлова çепĕç юрăсем парнелерĕç. Искусство шкулĕн вĕренекенĕ Данияр Хайрдинов залра ларакансене гитара каласа тыткăнларĕ.
Уяв программине хутшăннă пур ача та хăйсен ăсталăхне районти искусство шкулĕнче туптанă, туптаççĕ те. Апла пулсассăн унта тăрăшакан педагогсем ачасен пултарулăхне чăннипех ÿстерес тесе тăрăшаççĕ. Çакна конкурссенчи, фестивальсенчи ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ. Уява çÿллĕ шайра йĕркелес тесе концерт операторĕ А.Г.Автономов, халăх ташшисен концертмейстерĕ В.П.Михайлов, И.В.Спиридонова преподаватель, Т.Е.Иванова хореограф сахал мар тăрăшнине тĕслĕхпе çирĕплетрĕç.
А.МАРИЯН.
Источник: "Каçал Ен"