30 апреля 2013 г.
Нумаях пулмасть район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) районти совечĕн черетлĕ пленумĕ иртнĕ. Унăн тĕп теми — районти ветерансен организацийĕн Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă уява хатĕрлесе ирттерессинчи тĕллевĕсене тишкересси.
Чи малтанах ветерансен районти совечĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев доклад тунă. Çавăн пекех ветерансен районти совечĕн председателĕн çумĕ, пенсионерсен канăвне йĕркелессипе ĕçлекен комиссин председателĕ В.И.Пундяков, «Восток» ЯХПКри ветерансен совечĕн председателĕ В.В.Белков тухса калаçнă. Районти чи çамрăк фронтовик С.К.Совин, вăрçă участникĕ Р.П.Моисеев çамрăк чухнехине аса илсе вăрçă вăхăтĕнчи самантсемпе паллаштарнă. Унсăр пуçне район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ О.С.Карсакова, пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.В.Горбунов тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă.
Йăлмахва ялĕнче пурăнакан П.Н.Зайцев хăйĕн докладĕнче Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче çухалнă салтаксене мĕнле шырани çинчен каласа панă. Вăл тăрăшнипе 102 салтакăн ăçта вилни тата пытарни паллă пулса тăнă, 47 салтакăн пытарнă вырăнĕ, 77-шĕн çĕнĕрен чавса чикнĕ вырăнĕ тупăннă, 17-шĕн шăпи уçăмланнă.
Çавăн пекех пленумра район пуçлăхĕ Е.И.Карпеев та тухса калаçнă, пуçтарăннисен ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Юлашкинчен Е.И.Карпеевпа Ю.С.Тимофеев «Труд» ЯХПКри ветерансен совечĕн председательне В.Т.Акчурина, районти ветерансен совечĕн президиумĕн членне И.А.Никитинана, юсавпа строительство участокĕн ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председательне З.А. Карасевăна ĕçпе вăрçă ветеранĕсен республикăри совечĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.
Н.МЕДВЕДЕВА.
Источник: "Каçал Ен"