30 апреля 2013 г.
Апрелĕн 26-мĕшĕнче Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче видеоконференци мелĕпе канашлу иртрĕ. Унта РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Татьяна Дроздова, ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Яковлев тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин ветерансемпе тата халăха социаллă пулăшусем кÿрессипе ĕçлекен уйрăмĕн начальникĕ Елена Зайцева та хутшăнчĕç.
Чи малтанах Татьяна Дроздова аслă ăрăва пулăшмалли мелсем çинчен каласа пачĕ, социаллă пулăшусен шайĕ еплерех ÿснине тишкерчĕ, нумай çула пыракан аталану стратегийĕпе паллаштарчĕ. Пенси ыйтăвĕ ытларах чухне тивĕçлĕ канурисене пăшăрхантарни паллă, çамрăксем вара ун çинчен аса илмеççĕ те. Апла пулин те пулас пенси çинчен маларах шутлама пуçламаллине, ятарлă программăсене хутшăнса унăн шайне ÿстерме пулнине палăртрĕ Татьяна Игоревна. Çавăн пекех пенси шайĕ тивĕçлĕ пултăр тесен ĕç укçине мĕнле майпа тÿлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Енчен те ăна конвертпа çеç параççĕ, пенси фондне унăн пĕр пайне тÿлесе тăмаççĕ пулсан, паллах, пысăк пенси çинчен ĕмĕтленмелли те çук.
Паянхи кун республикăра пенсионерсен шучĕ чылай пысăкланнă. Çакă ытларах çын тивĕçлĕ канăва тухнипе мар, пенсионерсен ĕмĕрĕ вăрăмланнипе çыхăннă. Вĕсенчен чыла-йăшĕ активлă сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Ку, паллах, çыннăн сывлăхĕ, ĕмĕрĕ çине лайăх витĕм кÿрет. Алексей Яковлев çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канурисем хушшинче спорт ăмăртăвĕ чылай иртет, вĕсене хутшăнакансем йышлăн пулни савăнтарать. Районсенче спорт комплексĕсем туса хуни те ветерансене спортăн тĕрлĕ тĕсĕсене явăçтарма пулăшать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хистет. Республикăра тивĕçлĕ канурисем хушшинче «Спорт, эсĕ савăнăç» спартакиада ирттересси пирки те пĕлтерчĕ Алексей Николаевич.
Видеоконференцире çавăн пекех пенси фончĕн тĕрлĕ районсенчи уйрăмĕсен представителĕсем сăмах илчĕç, хăйсем патĕнче туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.
Источник: "Каçал Ен"