30 апреля 2013 г.
Районти чылай хуçалăхра çурхи культурăсене пикенсех акаççĕ. Хальлĕхе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 3019 гектар çинче акса хăварнă. Ку планпа палăртнин 27,7 проценчĕпе танлашать. «Дружба» ЯХПКра (410 гектар), «Урожай» колхозра (270 гектар), «Рассвет» ЯХПКра (258 гектар), «Победа» ЯХПКра (196 гектар) уйрăмах тăрăшса ĕçлеççĕ. Ытти хуçалăхсем те вĕсенчен юлмасса шанатпăр.
Кĕрхи культурăсене пурĕ 2175 гектар çинче апатлантарнă, çав шутра «Слава картофелю» агрофирмăра — 527 гектар, «Дружба» ЯХПКра тата Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче — 200-шер гектар, «Труд» ЯХПКра — 180 гектар. Кĕркунне акса хăварнă культурăсене районĕпе 2263 гектар çинче сÿреленĕ.
Пурĕ хуçалăхсенче 3605 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларнă, çурхи культурăсен вăрлăхне 1366 тонна имçамланă.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.
Источник: "Каçал Ен"