АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче асăрхануллă пулăр

27 апреля 2013 г.

 

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх теми Раççейре те, республика шайĕнче те — чи анлă сарăлнă темăсенчен пĕри. Çул-йĕр правилисене пĕлменнипе, пăхăнманнипе, тимсĕрлĕхе пула мĕн чухлĕ авари сиксе тухать, нумай çыннăн пурнăçĕ татăлать.

Юр кайса пĕтсенех çул-йĕр çинче мотоскутерсемпе мопедсем курма пулать. Çак транспорт рульне камсем тытаççĕ-ха? Чылай чухне 16 çул тултарман çамрăксем.

Россия Федерацийĕн Çул-йĕр правилисемпе килĕшÿллĕн, мопед е скутер çине 16 çул тултарман ачан ларма юрамасть. Анализ тунă хыççăн çакă та палăрать: асăннă транспортпа тăвакан аварисен шучĕ те ÿснĕ. Акă, республикăра 2011 çулта мопедпа, скутерпа çÿрекенсем — 73, 2012 çулта вара 123 авари тунă. Велосипедпа çÿрекенсем те пăшăрхантараççĕ, 2011 çулта вĕсен айăпĕпе 48 авари пулнă пулсан, иртнĕ çул — 55.

Паллах, ашшĕ-амăшĕ ачисен кăмăлне тивĕçтерес тесе асăннă транспорт хатĕрĕсене илсе те парĕ. Анчах та пĕлĕр: скутер илсе парса ачăрсене вилĕм танатине кĕрсе ÿкме пулăшатăр. Апла пулсан, туяниччен малтан лайăх шутлăр.

Çул-йĕр çинчи инкексене сирсе ярас тĕллевпе эпир тăтăшах тĕрлĕ операцисем ирттеретпĕр. Акă, апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен район территорийĕнче «Ÿсĕр водитель» операци йĕркелетпĕр.

ГИБДД сотрудникĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, кăсăклă. Çавăнпа та аслă юридици пĕлĕвĕллĕ, административлă явап тытса курман ар çынсене пирĕн рете тăма йыхравлатпăр.

 

Н.РАЙКОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика