27 апреля 2013 г.
— Мана кирлĕ хаçат пур-и паян?— интересленет пĕр ватă кинемей.
— Пур, Вера аппа, акă вăл, сиртен — 5 тенкĕ те 52 пус,— тет Чĕчкен почта уйрăмĕн заведующийĕ Людмила Петровна Морозова. Клиентсен кăмăлне тивĕçтерес тесе, тĕрлĕ хаçат-журнал, кĕнеке сĕнес тесе тимлеççĕ кунти ĕçченсем. Вĕсем периодика изданийĕсем нумай сутнине, халăха тĕрлĕ таварпа тивĕçтернине, тĕрлĕ тÿлев йышăннине, пенси укçи парассипе маттур ĕçленине хам курса ĕнентĕм. Туслă коллективра ĕç кал-кал пырать. Почта килсессĕнех, почтальонсем хаçат-журналсене тирпейлеççĕ, доку- ментсемпе паллашаççĕ, пенси памалла чухне укçа-тенке шутлаççĕ. Кунта йăнăшма юрамасть. Тепĕр чухне пин-пин тенкĕпех çула тухма тивет. Мучисемпе кинемейсем валли тĕрлĕ тавар та илме ÿркенмеççĕ почтальонсем. Супăнь, кĕпе-йĕм çумалли порошок, тип çу, тĕрлĕ кĕрпе, макарон тата ытти тавар та пур сутлăхра. Çапла кашни кунах сумккасене тултарса уйрăмри ĕçченсем Тукай Мишер, Чĕчкен, Аслă Чурачăк ялĕсене çул тытаççĕ. Людмила Михайловна Полякова Аслăчурачăксене хаçат-журналпа вăхăтра тивĕçтерес тесе 7 çул ĕçлет. «Ĕçĕ çăмăлах мар, кунне вуншар километр утма тивет. Апла пулин те хавхаланса ĕçлетпĕр. Ял çыннисене ытларах хаçат-журнал çырăнтарма тăрăшатпăр. Вĕсем «Каçал ене», «Хыпара», «Çамрăксен хаçатне», «Чăваш хĕрарăмне», «Кил-çурт, хушма хуçалăха» вулама кăмăллаççĕ, ытти периодикăна та çырăнаççĕ-ха. Хăшĕ-пĕри професси енĕпе çыхăннине кăмăллать, хĕрарăмсене тĕрлеме, çыхма, чечек пăхма вĕрентекеннисене сĕ-нетĕп. Аслисем ачасем валли «Тантăш», «Школьники» хаçатсене, «Колобок», «Самант», «Тетте» журналсене çырăнса параççĕ», — тет ĕçпе паллаштарса почтальон.
Лариса Алексеевна Яковлевăпа Александра Геннадьевна Григорьева куллен Тукай Мишер ялне утаççĕ. Çулĕ çывăх мар пулин те маттур ĕçченсем ÿркенмеççĕ. Тутар ялĕнче ытларах хăйсен чĕлхипе çырнă периодикăна кăмăлланине палăртаççĕ хĕрарăмсем. Çавна май ытларах Хусан хулинче пичетленнĕ хаçат-журнала салатаççĕ. «Хаçат тусĕсем сахал мар, çырăнакансен йышĕ те самаях. Информаци технологийĕ тĕрлĕ енлĕ аталанать пулин те, компьютер урлă темĕн тĕрлĕ хыпарпа паллашма пулсассăн та, Тукай Мишерĕнче пурăнакансем хаçат-журнал вуламасăр пурăнаймаççĕ», — терĕ Александра Геннадьевна.
«Ĕçтешсем тăрăшуллă пулнишĕн савăнатăп, ĕçĕ пĕрре те ансат мар-çке. Шалу та пысăк мар. Апла пулин те вĕсем пуçа усмаççĕ, шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ», — терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Людмила Петровна.
Чĕчкен почта уйрăмĕнче 2013 çулхи иккĕмĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарас ĕç хĕрÿ пырать. Паянхи куна 81 экземпляр «Каçал ен», 36 экземпляр «Вакыт» çырăннă.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"