АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мотоциклист, тимлĕ пул!

27 апреля 2013 г.

Майăн 8-мĕшĕнче çĕр-шывра Пĕтĕм Раççейри «Мотоциклист, тимлĕ пул» акци пуçланать. Унăн тĕллевĕ — икĕ урапаллă транспортпа (велосипедпа, мотоциклпа, скутерпа) çыхăннă çул-йĕр аварийĕсене чакарасси, ăна тытса пыма вĕрентесси тата çул çÿревĕн хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси. Акци Чăваш Енре те иртет. Ăна «Каçхи кашкăрсем» мотоклуб йĕркелет.

Мероприятие çул тăваткалĕсенче, автовокзалсенче, автопасарсенче тата автозаправкăсенче ирттерме планлаççĕ. Водительсене тимлĕрех пулма хистекен листовкăсем тата наклейкăсем валеçĕç. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, çулсерен акци ирттерни мототранспортпа çыхăннă аварисен шутне самаях чакарать.

Унсăр пуçне, майăн 9—10- мĕшĕсенче мотоклуб Регионти «Вăхăт кĕрлевĕ» II фестиваль йĕркелет. Мероприятие Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 68 çул çитнине халалласа Етĕрне районĕнчи «Сурские зори» канмалли база территорийĕнче ирттерме палăртаççĕ. Ăна çамрăксене патриотизмла воспитани парас, вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшас, мотоцикл куçăмне аталантарас тĕллевпе ирттереççĕ. Майăн 9-мĕшĕнче Шупашкарти, Чул хулари, Хусанти, Йошкар-Олари музыка коллективĕсем хăнасене юрă-ташăпа савăнтарĕç, Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен фильмсем курма пулĕ. Майăн 10-мĕшĕнче «Сурские зори — Шупашкар хули» маршрутпа «Асăну моточупăвĕ» иртет. Акци çар мухтавĕн Асăну палăкĕ умне чечек çыххисем тата кăшăлĕсем хунипе вĕçленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика