27 апреля 2013 г.
«Ĕçчен алă ĕç ыйтать», — тенĕ мĕн ĕлĕкрен чăвашсем. Чăнах та ĕнтĕ, хăшĕсем ĕмĕр тăрш-шĕпех вăл е ку çĕрте тăрăшаççĕ, тивĕçлĕ канăва кайсан та килте ларса тăмаççĕ, ĕç патнеллех туртăнаççĕ.
«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракан Александр Викторов пирки те çакнах каламалла. Ĕçсĕр ларма хăнăхман вăл, çавăнпах ĕнтĕ 60 урлă каçнă пулсан та ăна час-часах хуçалăхăн машинăпа техника паркĕнче курма пулать.
Мĕн ачаранах ĕç çумне çыпăçса ÿснĕскер, малтанхи вăхăтра Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбинатра шоферта тăрăшнă. Каярахпа слесарь ăсталăхне алла илсе ял хуçалăх кооперативĕнче вăй хума пикеннĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă вăл кунта. Килĕшекен ĕç нихăçан та йăлăхтарманни паллă ĕнтĕ. Александр Никифорович халĕ те май пулсанах техника паркне çитсе килет, çамрăк специалистсене сĕнÿ-канашпа пулăшать, хăй те час-часах алла кирлĕ хатĕр-хĕтĕрсене тытса техникăна юсать.
«Слесарьсем çителĕксĕр пулнипе хĕрÿ вăхăтра мана килсе чĕнеççĕ. Кун пек чухне турткалашса тăмастăп, пĕр сăмахсăрах килĕшетĕп. Килте ларни хăвăрт йăлăхтарать. Ĕçре вара пачах та ун пек мар, вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Çамрăксем хушшинче нумай пулни ватăлма памасть», — сăмахлать ăста алăллă специалист.
Акă, кăçал та техникăна çур акине хатĕрлесси Александр Викторовсăр иртмен. Хаклаççĕ, хисеплеççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсем. «Унăн сĕнĕвĕсене яланах тимлĕн итлетпĕр. Опытлă слесарьтен вĕренмелли пурах», — теççĕ вĕсем.
Н.КАЛАШНИКОВА