АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Автор прависене саккун хÿтĕлет

27 апреля 2013 г.

 

Конституцин 44 статйи кашни çынна литература, художество, наука тата ытти пултарулăх тĕсĕсемпе ĕçлеме ирĕк парать. Хăйĕн творчествăлла пултарулăхĕпе усă курса мĕн те пулин туса кăларакана автор теççĕ. Автор правине саккунпа килĕшÿллĕн урăх çынна е организацие те пама пулать. Интеллектуаллă харпăрлăха саккун хÿтĕлет. Автор прависене пăснă чи йывăр тĕслĕхсемшĕн уголовлă майпа айăплаççĕ. Çапла РФ Уголовлă кодексĕн 146 статйинче автор прависене тата вĕсемпе çыхăннă правăсене пăснăшăн, енчен те çакă автора пысăк тăкак кÿнĕ пулсассăн, уголовлă майпа айăплассине çи-рĕплетнĕ. Çак преступленишĕн 200 пин тенкĕ таран е айăпланаканăн 18 уйăха таранхи ĕç укçийĕ чухлĕ штраф шыраса илеççĕ, е 180—240 сехетлĕх обязательнăй ĕçсене, е пĕр çул таранччен юсану ĕçĕсене яраççĕ, е 6 уйăх таранччен арестлеççĕ.

РФ Уголовлă кодексĕн 147 статйинче изобретательлĕх тата патент прависене пăснăшăн (изобретенипе, усăллă модельпе е промышленность тĕслĕхĕпе саккуна пăсса усă курни, автор килĕшмесĕрех изобретени çинчен пурне те пĕлтерни, авторствăна ярса илни тата ытти те) уголовлă майпа та айăплама пулнине çирĕплетнĕ. Çакăн евĕр преступленисемшĕн 200 пин тенкĕ таран е айăпланаканăн 18 уйăха таранхи ĕç укçийĕ чухлĕ штраф шыраса илеççĕ, е 180—240 сехетлĕх обязательнăй ĕçсене яраççĕ, е 2 çул таранччен ирĕксĕр хăвараççĕ.

2012 çулта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ РФ Уголовлă кодексĕн 146 статйипе пĕр уголовлă ĕçе пăхса тухса суда янă. Тулли мар яваплă обществăн директорĕ «Windows Server 2003 Enterprise», «Microsoft Office 2003 Professional» (автор прависем — «Майкрософт» корпорацин) тата «1С: Предприятие 7.7 для SQL. Комплексная поставка Ç ИТС USB», «1С: Предприятие 7.7 Управление распределенными информационными базами USB” (автор прависем — «1С» ОООн) программа продукчĕсен контрафактлă экземплярĕсене туяннă, саккуна хирĕçле майпа вĕсемпе усă курнă. Йĕркене пăсакана 200000 тенкĕлĕх штраф тÿлемелле тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика