27 апреля 2013 г.
Тĕрлĕ сăлтава пула пĕччен, тимлĕхсĕр юлнă ватăсене, инвалидсене тивĕçлĕ пулăшу парас тесе районта
сахал мар тăрăшаççĕ. Ку енĕпе уйрăмах халăха социаллă пулăшу паракан центр тимлет. Вăл çакăн пек çынсене хăйĕн хÿттине илет, тăтăшах вĕсен пурнăçĕпе интересленет. Центр ертÿçи Татьяна Геннадьевна Смирнова ĕç кал-кал пытăр тесе тăрăшать те. Çавна май вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсене кайса çÿрет, ватăсемпе тĕл пулать, пурнăç условийĕсемпе паллашать.
«Пирĕн тĕп тĕллев — вăхăтлăх пурăнмалли çуртсенчи ватăсене, унсăр пуçне пĕччен пурăнакан кинемейсемпе мучисене тата инвалидсене социаллă пулăшупа тивĕçтересси тата вĕсен пурнăç условийĕсене кирлĕ шайра тытса тăрасси. Çывăх çыннисемсĕр тăрса юлнăскерсем хăйсене ыттисемпе тан туйччăр тесе ĕçлетпĕр», — тет Татьяна Геннадьевна.
Паянхи куна районта вăхăтлăх пурăнмалли икĕ уйрăм —Шурутпа Хирти Мăнтăр ялĕсенче. Вĕсенче кашнийĕшĕнче 10-шар çын пурăнать. Çак уйрăмсен ĕçĕ-хĕлне опытлă ертÿçĕсем — Ольга Сергеевна Бугровская, Валентина Карповна Уткина йĕркелесе пыраççĕ. Унта тĕпленнĕ çынсене пурăнма пур услови те çителĕклĕ. Пÿлĕмсенче хăтлă та илемлĕ, таса, ăшă. Вулама хаçат-журнал çителĕклех, кăмăл пулсан, телевизор кур. Уçăлма тухас тесен те чару çук. Вăй çитсен уйрăм çумĕнчи çĕр участокĕнче ĕçлеме пулать. Унта вĕсем тĕрлĕ пахча çимĕç, чечек çитĕнтереççĕ. Çакă апат хăй хаклăхне чакарма парать те. Ватăсемпе инвалидсене кунне 3 хутчен апатлантараççĕ, кашни эрнерех мунча хутса кĕртеççĕ. Уйрăмсене сенкер çулăмпа хутса ăшăтаççĕ, шыва кĕме тата тухма канализаци пăрăхĕсемпе çыхăнтарнă. Пур услови те — ватăсен пурнăçне çăмăллатасси. Шăкăл-шăкăл калаçса пĕр çемьери пек пурăнаççĕ кунта. Тĕрлĕ мероприятисем йĕркелени, куллен хăнасем килсе çÿрени ватăсен кăмăлне çĕклет. Шкул ачисем тăтăшах юрласа, ташласа савăнтараççĕ.
Унсăр пуçне кинемейсемпе мучисене килтех пăхса тăракан ятарлă социаллă ĕçченсем те тимлеççĕ центрта. Вĕсем хăйсем пăхса тăракан участоксенчи ватăсемпе инвалидсене эмел, апат-çимĕç, кил-тĕрĕшре кирлĕ япала туянса параççĕ, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлаççĕ, тирпейлеççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, çакăн пек ĕçченсем пурĕ 114 çынна пăхса тăнă, вĕсенчен 4-шĕ — тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем — 64, инвалидсем — 27-ĕн. Халăха килте социаллă пулăшу паракан уйрăмри ĕçсене Марина Андреевна Смирновăпа Анжелика Михайловна Абукина йĕркелесе пыраççĕ.
Сусăр çынсене пăхасси те вĕсен тивĕçĕ. Пĕлтĕр центр 389 инвалида учета илнĕ. Вĕсене кресло-урапапа, костыльпе, ал туйипе, лайăхрах илтме пулăшакан аппаратпа, ятарлă атă-пушмакпа тата ытти реабилитаци япалисемпе те тивĕçтернĕ. «Центр ĕçченĕсем ватăсемпе инвалидсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Патшалăх паракан çăмăллăхсемпе, ытти тĕрлĕ енлĕ пулăшупа туллин усă курччăр тесе çине тăрса ĕçлетпĕр. Унпа пĕрлех хÿтлĕхсĕр юлнисене вăхăтлăх уйрăмсене пурăнма вырнаçтаратпăр. Пĕччен пурăнакан ватăсене эпир яланах пулăшма хатĕр», — терĕ калаçăва вĕçлесе Т.Г.Смирнова.
А.ЕФРЕМОВА.