АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах асăрхануллă пулмалла

27 апреля 2013 г.

 

Кăçалхи апрелĕн 13—19-мĕшĕсенче республика территорийĕнче типĕ курăк çунма пуçланă 30 тĕслĕхе регистрациленĕ. Чылай чухне çулăм курăкран çуртсем, вăрманти йывăçсем çине сиксе ÿкет. Типĕ курăк хыпса илнине пула çуртсем çунаççĕ, çынсем, чĕр чунсем вилеççĕ, йывăçсемпе пĕрле вĕçен кайăксен йăвисем кĕлленеççĕ, тăпран пулăхлăхĕ пĕтет. Пушар вăхăтĕнче тухакан тĕтĕм сывлăхшăн питĕ сиенлĕ. Уйрăмах ачасемпе ватă çынсемшĕн вăл хăрушă.

Типĕ курăк хыпса илнипе пуçланакан инкекрен асăрхаттарас тĕллевпе РФ Правительстви 2012 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче алă пуснă постановленийĕпе çирĕплетнĕ Россия Федерацийĕнчи пушара хирĕçле режимăн правилисенче çырса кăтартнă хăрушсăрлăх требованийĕсене аса илтеретпĕр:

— çÿп-çапа хыпса илме пултаракан япаласем çывăхĕнче çунтармалла мар;

— хирсенчи хăмăла çунтарма, уйра кăвайт чĕртме юрамасть;

— типĕ курăка, тĕмсене тата ытти çăмăллăн хыпса илекен япаласене кĕперсем айĕнче çунтармалла мар.

Çак йĕркесене пăссан РФ Административлă кодексĕн 20.4 статйипе айăплаççĕ.

РФ Правительствин 2007 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче алă пуснă постановленийĕпе çирĕплетнĕ вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе килĕшÿллĕн вăрмансенче, вĕсен çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕсенче кăвайт чĕртме, курăка çунтарма юрамасть. Çакăншăн РФ Административлă кодексĕн 8.32 статйипе айăплаççĕ.

Ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртмелли правилăсенче те типĕ курăка пурте усă куракан территорисенче çунтарма юраманни çинчен калакан пункт пур.

Çавăн пекех çакна та каласа хăварас килет. Апрелĕн 22-мĕшĕнче Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче мунчара пушар тухнă. Вутра мунчапа хуралтăсен пĕр пайĕ сиенленнĕ. Пушарăн сăлтавĕ — кăмакапа усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни. Çавăнпа та тепĕр хут аса илтеретпĕр: асăрханулăх малти вырăнта пулмалла.

Енчен те ăçта та пулин вут тухнине асăрхарăр пулсан «01» е «112» номерпе шăнкăравласа ăçта мĕн çуннине пĕлтерме ыйтатпăр.

Н.НАЗАРОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика