АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Командăпа штаб ученийĕ çÿлти шайра иртрĕ

27 апреля 2013 г.

 

 

Апрелĕн 24-мĕшĕнче районта командăпа штаб ученийĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — «Чувашмелиоводхоз» федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕн районти филиалĕ чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан районти ытти авари службисемпе çыхăну тытса инкеке епле сирсе ярассинче мероприятисем ирттернине тĕрĕслесси.

Учение ирттерме тĕп хуламăртан Россия Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникĕн çумĕсем Юрий Антонов полковникпа Павел Егоров майор, «Чувашмелиоводхоз» федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕн управленийĕн директорĕн çумĕ Алексей Дмитриев килсе çитрĕç.

Чи малтанах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн Михаил Афанасьевăн кабинетĕнче пухăнчĕç, канашлу ирттерчĕç. Унта районти чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен комиссийĕн председателĕ Александр Краснов сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене районти икĕ вырăнта — Урмаелĕнчи тата Кĕçĕн Каçалти плотинасем çинчи — гидротехника сооруженийĕ юрăхсăра тухни çинчен пĕлтерчĕ. Чăн-чăн пурнăçри пекех.

Ун хыççăн «Чувашмелиоводхоз» управленийĕн районти филиалĕн начальникĕ Владимир Ананьев, районти чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен комиссийĕн председателĕн çумĕ Юрий Митюков, комисси секретарĕ Нетфулла Хайруллов сăмах каларĕç, йывăр лару-тăруран тухмалли мерăсем çинче чарăнчĕç.

Каярахпа ĕçлĕ комисси Комсомольскинчи «Сельхозтехника» территорине çул тытрĕ. Унта тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем районти аварипе çăлав службисем лару-тăрăва епле хатĕр пулнине тĕрĕслерĕç. Комисси членĕсем пĕрин хыççăн тепри — Рустем Велимухаметов, Евгений Карпеев, Инна Ефремова, Владислав Петров, Николай Можаев, Сергей Алексеев, Сергей Кокарев, Александр Счетчиков, Фанис Рахимзянов — службăсем хатĕрри çинчен доклад пачĕç.

Малалла комисси членĕсем Урмаелĕнчи плотина çине çул тытрĕç. Вырăнта юрăхсăра тухнă гидротехника сооруженине епле юсанине кăтартса пачĕç те ĕнтĕ тĕрлĕ службăн членĕсем. Кунта пурте пĕр шухăшлă, хăйсен тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçлани куç кĕретех пулчĕ. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн комисси членĕсем чрезвычайлă лару-тăрура вăхăтлăх вырнаçтармалли пункта — Урмаелĕнчи культурăпа кану центрне — çитрĕç. Учение тĕплĕн хатĕрленнĕ Урмаелсем. Акă, кашни комиссин членĕсем хăйсен тивĕçĕсене куç хупмасăр каласа пачĕç. Тĕп хуламăртан килнĕ пакунлă çынсен ыйтăвĕсем çине те тулли хуравларĕç вĕсем. «Лайăх хатĕрленнĕ, пурнăçра чăн-чăн йывăр лару-тăру сиксе тухсан та — шанатпăр — кирлĕ мероприятисене тивĕçлĕ шайра пурнăçлĕç», — терĕç Павел Егоровпа Алексей Дмитриев. Ушкăн малалла Кĕçĕн Каçала çул тытрĕ, унта йывăр лару-тăрăва сирес тĕллевпе мероприятисем епле ирттернине хакларĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика