27 апреля 2013 г.
Районти чылай хуçалăхра ака ĕçĕсем пуçланчĕç ĕнтĕ. Апрелĕн 26-мĕшĕ тĕлне пурĕ 984 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Ку енĕпе «Дружба» ЯХПК (250 гектар), «Урожай» колхоз (160 гектар), «Победа» ЯХПК (108 гектар) уйрăмах хастар ĕçлеççĕ. «Слава картофелю» агрофирмăра 250 гектар рапс акнă.
Нумай çул ÿсекен курăксене 2628 гектар çинче апатлантарнă, çав шутра «Урожай» колхозра — 510 гектар, «Дружба» ЯХПКра — 300 гектар, «Восток» ЯХПКра — 280 гектар. Нумай çул ÿсекен курăксене пурĕ 4301 гектар çинче сÿреленĕ.
Кĕрхи культурăсене 1459 гектар çинче апатлантарнă, 1401 гектар çинче сÿреленĕ.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.