27 апреля 2013 г.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕнче çул çитмен ачасен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Николай Максимов ертсе пынă.
Унта çул çитмен 3 ача çине çырнă протоколсене пăхса тухнă. Сăмах май, материалсене пурне те Шупашкар хулинчи 5-мĕш полици уйрăмĕнчен ярса панă.
Çавăн пекех комисси членĕсем çул çитмен 3 ачана учетран кăларнă, тивĕçсĕр 2 çемьене учета тăратнă.
Ун хыççăн Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн методисчĕ Елена Степанова доклад тунă. Районти 18 вĕренÿ учрежденийĕнче пурĕ 83 спорт сооруженийĕ, вĕсенчен 20-шĕ— спорт залĕсем. Районти шкул ачисемпе пурĕ 31 спорт ĕçченĕ тăрăшать, вĕсенчен 28-шĕ — аслă пĕлÿллĕ.
Малалла сăмах район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ Ольга Карсакова илнĕ. Вăл районти ял тăрăхĕсенчи ача-пăча тунă преступленисемпе, çавăн пекех Административлă кодексăн статйисене пăснă тĕслĕхсемпе паллаштарнă.
Юлашкинчен ларура Елчĕк район сучĕн тата Комсомольски районĕнчи 1-мĕш суд участокĕн хушăвĕсене сÿтсе явнă, кирлĕ йышăнусем тунă.