27 апреля 2013 г.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ.
Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç: 2012 çулта район бюджетне пурнăçланин отчетне çирĕплетесси; РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн кăçалхи I кварталти ĕçĕн отчечĕ; «Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята парасси çинчен; награда материалĕсене пăхса тухасси.
Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Иванович Чернов тухса калаçрĕ. Вăл депутатсен Пухăвĕн «Комсомольски районĕн 2013 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртме сĕнчĕ. Çавăн пекех пуçтарăннисем район бюджетне йĕркелекен положение çĕнĕ редакцире çирĕплетрĕç.
РФ муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕ Геннадий Николаевич Кокшин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, районти криминаллă лару-тăрăва тишкерчĕ, преступлени тăвасси патне илсе пыракан сăлтавсене пăхса тухрĕ.
Çавăн пекех депутатсем ларура награда материалĕсене пăхса тухрĕç, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тата «Чувашсетьгаз» предприятисен генеральнăй директорне К.С.Мифтахутдинова «Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята пама сĕнчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.