АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча библиотекинче – «Библиосумерки»

24 апреля 2013 г.

 

Апрелĕн 19-мĕшĕнче районти ача-пăча библиотекинче «Библиосумерки» акци иртрĕ. Çав каçхине 18 сехетре ачасем ашшĕ-амăшĕсемпе унта пуçтарăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисене библиотекарьсем ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Ун хыççăн библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ пукане театрĕ «Лисичка-сестричка и волк» юмах лартса пачĕ.

Ачасем пуканесем вылянине питĕ тимлесе пăхрĕç. Уйрăмах шăпăрлансем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Яна Царева (4-мĕш класс), Юля Соловьева (5-мĕш класс), Айгуль Минетуллина (5-мĕш класс) тата Елена Прокопьева библиотекарь ăста вылянине палăртрĕç.

Библиотека ĕçченĕсем ачасемпе тĕрлĕрен конкурссем, викторинăсем ирттерчĕç.

Юлашкинчен Э.Н.Успенский произведенийĕсем тăрăх хатĕрленĕ «Веселый сказочник» видеожурнал пăхрĕç, «Килсе çитрĕ Çĕнĕ кĕнеке» выставкăпа паллашрĕç, килте вулама кĕнекесем суйларĕç.

Ачасем килĕсене çĕкленÿллĕ кăмăлпа саланчĕç.

М.МОКЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика