АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мероприяти асра юлмалла иртрĕ

24 апреля 2013 г.

 

Нумаях пулмасть библиотекăсенче Пĕтĕм Раççейри «Библиокаç» акци иртрĕ. Ăна кăçалхипе иккĕмĕш çул йĕркелеççĕ. Çак ятпа районти тĕп библиотекăра «Пурте юратуран пуçланать» ятпа поэзи каçĕ иртрĕ.

Мероприятие библиотека директорĕ Елена Савельева уçрĕ. Вăл «Библиокаç» акцин пĕлтерĕшĕ çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, унпа килĕшÿллĕн иртекен мероприятисем пирки каларĕ, вĕсене активлăн хутшăнма сĕнчĕ.

Поэзи каçне «Шанчăк» клубăн членĕсем хутшăнчĕç. Ăна Валентина Боровкова библиотекарь лайăх йĕркелесе ертсе пычĕ. Мероприятие хутшăннисем Светлана Асаматăн, Геннадий Максимовăн, Александр Купринăн, Сергей Есенинăн, Анна Ахматован, Марина Цветаеван, Александр Кочетковăн, Константин Симоновăн, Эдуард Асадовăн, Вероника Тушнован, Юлия Друнинан юрату çинчен çырнă хайлавĕсемпе паллашрĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче аслă классенче вĕренекенсем паллă поэтсен сăввисене илемлĕн, чуна пырса тивмелле вуларĕç.

Алена Хораськина, Любовь Морозова, Антонина Волкова, Валентина Мартынова библиотекарьсем тĕрлĕ журналсенчи усăллă канашсемпе, халăх сиплевçисем панă сĕнÿсемпе паллаштарчĕç.

Çавăн пекех çак каç тăварлă чустаран ăсталанă тĕлĕнтер-мĕшсен выставки те ĕçлерĕ. Унта районти искусство шкулĕнчи художество уйрăмĕн воспитанникĕсем Надежда Абдюшева преподаватель ертсе пынипе пулăсем ăсталарĕç. Вĕсен ĕçĕсемпе пурте интересленсе паллашрĕç.

Библиотекăра ăста алăсен, кĕнекесемпе хаçат-журналсен выставкисене çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Кашниех хăйне килĕшекен кăларăма яланлăхах илме пултарчĕ.

«Библиокаç» акци çав тери интереслĕ иртрĕ. Çамрăксем илемлĕ кĕвĕпе чылайччен ташларĕç, ĕç ветеранĕсем вара çавра сĕтел хушшинче чей ĕçрĕç. Пурте çак кун библиотекарьсем пулăшнипе хăйсене валли нумай çĕнни пĕлчĕç, вăхăта усăллă ирттерчĕç.

З.СОЛОВЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика