АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç савăнăç кÿрет

24 апреля 2013 г.

 

Кашни предприятипе организацирех ĕçе тĕплĕн пурнăçлакан, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшакан харсăр çынсем пур. Кун, вăхăт ирттĕр тесе мар, ĕçĕм паха пултăр, çынсене килĕштĕр тесе вăй хураççĕ вĕсем. Мĕн ачаранах пурнăç тĕллевне палăртнă çын ĕçре вăр-вар та маттур.

Акă, Резеда Мансуровна Зайцева — хăйĕн ĕçне чунтан парăннă хĕрарăм. Чылай çул районти 41-мĕш номерлĕ аптекăра тăрăшать вăл. Кулленех ĕçе яланах хавас кăмăлпа утать. «Юратнă професси савăнăç кÿрет. Тĕрлĕ нушапа килекен кашни çынна пулăшас килет. Пĕрин ачи чирленĕ, тепри хăй аптăранă, виççĕмĕшне медицина таварĕ кирлĕ. Пурне те яланах ăнланса сĕнÿ-канаш пама, кирлĕ эмел суйласа илме пулăшатăп. Апла пулин те чирлесен вара чи малтанах тухтăр патĕнче пулни кирлех. Вăл çырса панă эмелсемпе сипленме сĕнесшĕн. Пĕлнĕ-пĕлмен эмелсене туянма кирлĕ мар», — тет Резеда Мансуровна.

Тăрăшуллăскере коллективра та хисеплеççĕ. Аптекăна çÿрекен клиентсем те унăн ĕçĕпе кăмăллă. «Резеда çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет, кирлĕ эмеле суйласа илме те пулăшать. Уншăн аптекăна çÿрекенсен кăмăлне тивĕçтересси — тĕп вырăнта», — теççĕ ун пирки.

А.АНТОНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика