24 апреля 2013 г.
Чăваш чĕлхи... Чăн та, чăваш чĕлхи — ăс-хакăл пуянлăхĕ. Шухăшласа пăхар-ха. Чĕлхе пулман пулсан шухăшлав та пулмасть, унсăрăн этем чăн пурнăçа, çут çанталăка, йĕри-тавралăха ăнланма пултараймасть. Тăван чĕлхе пулăшнипе кашни çын мĕн ачаран хăй тавралăхĕнчи тĕнчене ăнкарса пырать. Пурнăç пулăмĕсене ăнланма, ăс-хакăла ÿстерме вĕренет.
...Хăш-пĕрисем калаçма тытăнсанах виç сăмахран пĕрне вырăсла çыхăнтараççĕ, çапла вара чĕлхене пăсса унăн илемне яраççĕ. Ют чĕлхе пит аван пулсан та, вăл пирĕн мар, çыннăн, çын лаши темĕн тĕрлĕ маттур пулсан та ун çине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса çÿреймĕн. Темĕн тĕрлĕ чаплă пуян çын тумтирне тăхăнса хам тумтирĕм тесе калаймăн, хăвăн чиперех пулмасан та шанчăклă пулĕ, мĕншĕн тесен сана çын япалипе анчах ырă куратăн, хăвăн нимĕн те çук тесе калакан пулмĕ. Пирĕн чĕлхепе темиçе пин çул пирĕн асаттесем, аттесем калаçнă, эпир тĕнчене çуралса анне аллинче выртса чăн малтан илтнĕ чĕлхе те чăваш чĕлхиех, мĕн ачаран эпир чăвашла калаçса ÿснĕ. Çамрăкла юлташсемпе выляса çÿренĕ чухне те, ÿссе çитсен те хамăр ял-йышпа та, юратнă туссемпе те, кÿршĕ-аршăсемпе те эпир чăвашлах калаçнă. Хăш чухне инçе çула тухса кайсан, теплере чăвашла калаçнине илтсен пирĕн чун епле савăнать, хамăр çуралса ÿснĕ çĕр-шыв çинчен, хамăршăн пит илемлĕн туйăнакан пурнăç çинчен, атте-анне епле пурăннине аса илтерет. Çавăнпа та хăй халăхне юратакан çын, кирек кам пулсассăн та, хăй чĕлхипе пит пахаланса, темрен те мала хурса ăна хăй чунне юратнă пек юратать.
19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче чăваш сăмахлăхĕ питĕ майĕпен аталаннă. Чăваш халăхĕ 17-мĕш ĕмĕрте хăй ирĕккĕн вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕ хыççăн та çыруллă сăмахлăх икĕ ĕмĕр ытла çуралса тухаймасăр асапланнă. Кайран утăм хыççăн утăм çутă еннелле тума пикеннĕ. Çакна курса тăракан вырăссем чăвашсене пулăшма шутлаççĕ. Вĕсем чăваш историне тĕпчеççĕ. Сăвви-юррисене, халапĕ-юма-хĕсене çырса илсе журналсенче пичетлеççĕ. Çак тапхăрсенчех чăвашсен малтанхи çыравçисемпе журналисчĕсем палăраççĕ. Уйрăмах Спиридон Михайлович Михайлов палăрнă. Вăл тăван халăх культурине хăпартассишĕн, ăна çутта кăларассишĕн, унăн литературипе искусствине аталантарассишĕн нумай вăй хунă. Унăн чăваш халăхĕ çинчен çырнă историйĕ, этнографийĕ, литература ĕçĕсем паллă вырăс çыннисене интереслентерсе янă. Вĕсем чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕркисене, чĕлхипе сăмахлăхне çине тăрсах тĕпчеме тытăнни С.Михайлов ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн пуçланнă.
Михаил Федорович Федоров писатель-педагог пултарулăхĕ чăваш çырулăхĕ аталаннипе, халăха çутта кăларас ĕçпе, чăваш литературин ÿсĕмĕн пуçламăш тапхăрĕпе тачă çыхăннă. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Михаил Федоровăн «Арçури» поэми алă вĕççĕн саланнă. Чăваш сăмахлăхĕнче поэзи хăвăрт аталанса каять. Хутла пĕлекен чăвашсем ăна çыра-çыра илнĕ, пĕрре-иккĕ итленисем вара сыпăкăн-сыпăкăн ас туса юлнă.
Халăха çутта кăларас ĕмĕт нумай çынна канăç паман. Спиридон Михайлов, Николай Золотницкий тата ытти çыравçăсем алфавит туса пăхнă, анчах та унпа кĕнекесем пичетлеймен.
Çак ĕмĕте пурнăçлама пултаракан хăватлă этем 19-мĕш ĕмĕр варринче кăна çуралнă. Вăл чăваш халăхĕн аслă вĕрентÿçи, улăп-этем, Иван Яковлевич Яковлев пулнă. Вăл çирĕм çула çитсен, тăлăх туратăн ÿссе нушапа асап хушшинче пурăннине пăхмасăр, 1868 çулта чăваш ачисем валли шкул уçать. Мĕн тери хăюллă, хастар, ăслă пулнă Кăнна Кушки йĕкĕчĕ! Унччен чăваш учителĕсене ниçта та хатĕрлемен.
Иван Яковлев çуначĕ айĕнчен, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен тухнă çыравçăсем хушшинче И.Юркин, Г.Тимофеев, Д.Архипов ячĕсем палăрнă.
Чĕмпĕрте пĕрремĕш Чăваш шкулне йĕркелесе янă хыççăн 1864 çулта чăваш ачисем хăйсен чĕлхипе вĕренме пуçланă, тăван чĕлхепе калаçма ирĕк илнĕ.
20-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Чĕмпĕр чăваш шкулĕ тăван сăмах, чĕлхе, ÿнер çул-йĕрне хамăрăн тĕп тымар тăрăх янă. Ку шкула вĕренсе тухнипе кăна аслă шкула каяйман. Çавна пула Яковлев пултаруллă çамрăксене тĕн шкулĕсене, гимназисене вĕренме вырнаçтарнă.
Иван Яковлевич Яковлев Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче кун çути курнă. Çав ялтах паллă çыравçăсем, ÿкерÿçĕсем, юрăçсем çуралнă. Эпир халĕ усă куракан çырулăх И.Я.Яковлев куçарнă йĕрпех аталанать. Çĕр çул ытла иртнĕ пулсан та, вăл пирĕншĕн çĕнĕ çырулăх шутланать. Эпир халĕ куратпăр ĕнтĕ: мĕнлерех чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ.
Чăвашсем, хăвăрăн чĕлхĕре ан манăр. Пĕлсе тăрăр. Чăваш чĕлхи чăваш тĕрри пек паха та илемлĕ, асамлă та ытарлă. Чăваш юрри кĕвĕллĕ те янăравлă, унăн чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунатлантарма хăват пур. Вăрман пек пуян, хир пек уçăмлă эсĕ. Чăваш чĕлхине ан çухатăр, ăна çухатсан эпир хамăр та çухалăпăр, чăваш ячĕ те çухалĕ.
Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕр-шывра ĕмĕр ирĕклĕн янăра эсĕ.
Анна СТЕПАНОВА,
Галина ЧУМАКОВА.