АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Банк ĕçĕнче – 36 çул ытла

24 апреля 2013 г.

 

«Раççей Ял хуçалăх банкĕ» ОАОра ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл — Галина Хоральская. Вăл, Красноярск тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскер, Шупашкарта 1976 çулта пĕлÿ илнĕ, ун хыççăн Патшалăх банкĕнче ĕçлеме пикеннĕ.

Тăрăшуллă çамрăк специалистпа юнашар опытлă, хисеплĕ, анлă тавра курăмлă çынсем пулни те пысăк пулăшу панă. Çавăн чухнех хĕр çирĕп палăртнă: вăл хăйĕн пурнăçне банк ĕçĕпе çыхăнтарать. «Банк тытăмĕнче 1977 çултанпах тимлетĕп. Урăх çĕрте ĕçлесе те курман. Туслă коллективра — пĕр çемьери пекех: савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлатпăр»,— тет вăл.

Ĕçĕ вара питĕ яваплă вĕсен: клиентсемпе шăкăл-шăкăл калаçмалла, яланах çивĕч ăс-тăнлă пулмалла. «Тĕрлĕ ыйтупа килнĕ çынна нихăçан та каялла кăларса ямастпăр»,— тет вăл ăш пиллĕхĕпе, çынна пулăшма хатĕр тăнипе палăрса.

«Паха опытлă наставник вăл»,— теççĕ ĕçтешĕсем Галина Григорьевна пирки. Ĕçре вăл çамрăксемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Сăмах май, Г.Хоральскаян хĕрĕсем те аслă пĕлÿллĕ, амăшĕ пекех сăпайлăскерсем, хисепе тивĕçнĕ.

М.ИЛЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика