АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни килтех кĕтнĕ çын

20 апреля 2013 г.

 

Чăн та çапла, Ильхамия Минетулловна Гибатдиновăна Чĕчкен ялĕнчи кашни килтех чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл почтальон. Ентешĕсене пичет кăларăмĕсемпе, çырупа, конверт-открыткăпа, пенсипе, тĕрлĕ таварпа тивĕçтерет. Паян та вăл вăр-вар та маттур.

Хĕрарăм 21 çул ытла ку ĕçре тăрăшать. Çак вăхăтра вăл ял çыннисене нумай-нумай хаçат-журналпа тивĕçтерет. Кашни çынпа шăкăл-шăкăл калаçать, ыйтусем çине хуравлать.

Халĕ çыхăну ĕçченĕшĕн хĕрÿ вăхăт, кăçалхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăмашкăн хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăр пырать. Вулакансен йышĕ чакмасса шанать вăл. Мĕншĕн тесен кашниех хăйсем кăмăллакан периодикăна яланах çырăнма хавас, вулакансем вĕсемсĕр тăрса юласшăн мар. Чĕчкен ялĕнче вара ытларах тутар издани-йĕсене çырăнса илме кăмăлланине почтальон пытармасть. Апла пулин те район хаçачĕсене çырăнса илекенсем те сахал мар иккен. Хальлĕхе кунта 6 экземпляр «Каçал ен», 9 экземпляр «Вакыт» хаçата çырăннă. Ильхамия Минетулловна кулленхи ĕçре хаçат-журнал çырăнтарнипе, валеçнипе пĕрлех ватă кинемейсемпе, мучисемпе курнăçать, вĕсемпе калаçать, вăхăтра пенси укçипе тивĕçтерет.

«Ĕçре çапла ĕнтĕ вăл. Ватă çынсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла пулмалла. Кашниех хăйĕн ĕçĕнче ăста тесе ахальтен каламан. Пирĕн ĕçре вара çынсемпе хутшăнма пĕлни — чи кирли. Професси вăрттăнлăхне те алла илмесĕр май килмест», — тет Ильхамия Минетулловна.

Çак ăсталăха хăрарăм амăшĕнчен вĕреннĕ. Унăн амăшĕ, Минсагадет Шакирзяновна Фахертдинова, 15 çул почтальонра тăрăшнă. Вăл хĕрне кулленхи ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан почтальон сумккине хĕрне, Ильхамияна шанса панă.

Унтанпа вулакансене хаçат-журналпа вăхăтра тивĕçтерес тесе почтальон кашни кунах пысăк сумккапа çула тухать те.

А.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика