АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп документа типтерлĕ тытмалла

20 апреля 2013 г.

 

Паспорт — гражданинăн тĕп докуменчĕ. Кирек ăçта кайсан та вăл кирлĕ. Апла пулсассăн ăна яланах типтерлĕ тытмалла. Вăхăт çитсен, 14 çул тултарсан, алла илмелле, кайран улăштармалла. Паспортпа çыхăннă саккунсене çирĕп пăхăнса пымалла. Унсăрăн явап тытма лекет.

РФ Миграци службин районти уйрăмĕн начальникĕ Арина Вениаминовна Галкина тĕп йĕркесемпе паллаштарчĕ.

— Саккунсем чăнах та çирĕпленчĕç. Тĕслĕхрен, тĕп документа çыннăн 20, 45 çул тултарсан улăштармалла. Енчен те пĕр уйăхра çак ĕçе пурнăçламасан, сире административлă майпа явап тыттараççĕ. 1500—2500 тенкĕ тÿлеме тивет. Регистраци учетне вăхăтра тăмасан та, паспорта çухатсан та штрафлатпăр. Кун пек тĕслĕхсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Манса кайнă теме те пăхаççĕ. Ку пек чухне нимĕнле каçару та çук. Йĕрке çирĕп ыйтать. Çавăнпа та асăрхануллăрах пуласчĕ. Вăхăт çитсен тÿрех пирĕн пата килмелле.

Паспорта пуçласа 14 çул тултарнă граждансене паратпăр. Ăна илес тесен çуралнине ĕнентерекен свидетельство, 1П форма, паспорт пама ыйтса çырнă заявлени, 3,5х4,5 см сăн ÿкерчĕк, Перекет банкне патшалăх пошлини тÿленĕ квитанци пулмалла. Паспорта 10 кунра хатĕрлесе паратпăр. Пĕлтĕр 1696 çынна, кăçал 398 (январь — март) гражданина паспорт панă.

Граждансене регистрацилессине те çирĕп йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, çын 7 кунра регистрацие тăман пулсан, штраф тÿлет. Саккуна пăхăнманшăн 107 çын тĕлĕшпе административлă протокол çырнă, штраф тÿлеттернĕ.

Ача çуралсан та пирĕн пата килсе паспорт çине паллă ларттармалла. Хăшĕ-пĕри çакна пĕлмест.

Ют çĕр-шыв паспортне тутаракансем те юлашки вăхăтра йышланчĕç. Пĕлтĕр 263 çынна çак документпа тивĕçтернĕ. РФ гражданинĕ хăйĕн ирĕкĕпе ют çĕр-шыв паспортне 5 çула тата 10 çула илме пултарать. 2010 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ют çĕр-шыв паспортне илме электронлă майпа заявлени çырасси те йĕркене кĕнĕ. Гражданин ăна хăй ялан пурăнакан вырăнтан илес пулсассăн паспорта 20 кунра, ытти çĕрте пурăннă вăхăтра документа 100 кунра хатĕрлесе параççĕ. Енчен те тĕрлĕ лару-тăрăва пула (чирлесен, çын вилсен) ют çĕр-шыва тухса каймалла пулсассăн паспорта 3 кунра илме ирĕк пур. Ют çĕр-шыв паспорчĕшĕн 1000 тенкĕ, ăна 14 çула çитмен ача валли илнĕшĕн 300 тенкĕ тÿлемелле. Енчен те электронлă носительли илес тесессĕн 2500 тенкĕ патшалăх пошлини тÿле- мелле.

Раççей Федерацийĕн тулашне ашшĕ-амăшĕпе, саккунлă представителĕсемпе пĕрле каякан 14 çула çитмен ачасене ют çĕр-шыв паспорчĕ кирлĕ мар. Ашшĕ-амăшĕн, опекунăн хăйсен ют çĕр-шыв паспорчĕ çумне ачисен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтармалла. Саккунпа килĕ-шÿллĕн 5 çула паракан паспорт çине çеç сăн ÿкерчĕксене çыпăçтарма ирĕк пур. Ют çĕр-шыв паспорчĕ илес тесессĕн районти миграци службин уйрăмне е Канаш хулине кайма пултаратăр. Адресĕ: Канаш хули, Ленин проспекчĕ, 12-мĕш çурт.

Кăçал апрелĕн 7-мĕшĕнчен ют çĕр-шыв паспортне илекенсемшĕн вăя кĕнĕ тепĕр çĕнĕлĕх вăл — ĕçлекен, вĕренекен граждансен ĕçлени е вĕренни çинчен вырăнта çирĕплетме кирлĕ марри (заверение документа).

Эпир граждансене кашни кунах 9 сехетрен 15 сехетчен йышăнатпăр, апат вăхăчĕ — 13 сехетпе 13 сехет те 45 минутчен. Канмалли кунсем — тунти кунпа вырсарни кун. Ыйтусем пулсан килĕр, шăнкăравлăр, эпир сире яланах пулăшма хатĕр.

А.ЕФРЕМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика