АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей – пирĕн тăван çĕр-шыв

20 апреля 2013 г.

 

Раççей çĕр-шывĕн историйĕ питĕ пуян. Вăл пĕр патшалăха пĕрлешиччен унăн территорийĕнче нумай княжествăсем, уйрăм патшалăх евĕрлĕ, хăйсен кун-çулне, пурнăçне йĕркелесе пынă. Историрен пĕлетпĕр ĕнтĕ, Раççей пĕр пĕтĕмлĕхе пуçтарăнса пĕр патшалăх пуласси IV Иван Грозный вăхăтĕнче, 1547 çулсенче пулса иртнĕ. Ун хыççăн та влаç çирĕпленсех çитеймен, пĕр вăхăтра влаçа Лжедмитрий те ярса илнĕ. 1610 çултан пуçласа 1613 çулччен пăтранчăк лару-тăру хуçаланнă: çирĕп влаç йĕркелеме май килмен.

1613 çулта Михаил Федорович Романова Раççей патшине лартнă. Çак вăхăтран пуçланнă та Романовсен династийĕ. Вăл 1917 çулхи пуш уйăхĕччен тăсăлнă. Николай II императорпа Романовсен династийĕ вĕçленнĕ.

... Петр I влаçа ларсан, унăн ĕçĕсене, пултарулăхне кура ăна император титулне панă. Çавăнтан вара Раççей импери шутланнă. Импери шутне Украина та, Балти çĕр-шывĕсем те, Финляндин аслă княжестви те, Польша та кĕнĕ.

Кашни патша император хăватне, территорине ÿстерме тăрăшнă. Уйрăмах I Петр «пуç» пулнă вăхăтра çĕр-шывра пысăк улшăнусем иртнĕ: Раççей тинĕс держави пулса тăнă, Тинĕс çар флочĕ йĕркеленнĕ, саккунлăх та çирĕпленнĕ, Раççейĕн авторитечĕ чылай çĕкленнĕ.

Романовсен йăхĕнче ют çĕр-шыв пикисемпе çемье çавăрасси йăлана кĕнĕ теме пулать. Петр III Федорович нимĕç принцессипе София-Августа-Фредерика-Ангальт-Цербскаяпа пĕрлешни (православи тĕнне йышăннă хыççăн вăл Екатерина Алексеевна пулса тăнă) Романовсен династине уйрăмах пысăк витĕм кÿнĕ. Упăшки вилнĕ (е вĕлернĕ) хыççăн патша таврашĕнчи пысăк авторитетсем Екатерина Алексеевнăна Раççей императрицине лартаççĕ. Вăл историе Екатерина II Великая чыслă ятпа кĕрсе юлнă. Екатерина питĕ ăслă, пултаруллă хĕрарăм пулнă. Вăл Раççей пурнăçне нумай çĕнĕлĕх кĕртнĕ. 34 çул ытла патшалăха тытса ертсе пынă.

Уйрăм императорсем ирттернĕ реформăсем çинчен те темиçе сăмах. Александр II император чух крепостла правăна пăрахăçланă, Польшăна тулли мар автономи тунă, 1860 çулта Патшалăх банкне (Госбанк), финанс ĕçĕсене патшалăх енчен контрольлес йĕрке туса хунă.

Вăрçăсене пула укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем сиксе тухнă май тата Америкăпа Раççей йĕркеленĕ пĕрлехи компани Аляскăра çĕр айĕнчи тупрана кăларассипе кирлĕ пек усă паманнине пула 1867 çулта Аляскăна АПШ-на 11 миллион тенкĕлле сутса янă.

Николай II император та тĕрлĕ реформăсем туса ирттернĕ. Сăмахран, эрех тăвас-сутас ĕç патшалăх монополине куçнă. 1897 çулта укçа-тенкĕ реформи туса укçа-тенкĕ çаврăнăшне ылтăн укçасем кĕртнĕ. Халăхра хут укçапа пĕрлех ылтăн укçа та çÿренĕ. Хут укçа номиналĕ ылтăнпа танлашнă — вĕсем пĕр шайра пулнă.

Çакна та каламасăр иртме çук: хура халăх нуши-тертне патшасемпе императорсем питех шута илмен, паллах. Çавна май тĕрлĕ пăлхавсем те çĕкленнĕ (декабристсен, Пугачев, Разин пăлхавĕсем, 1905 çулхи революци, Дворец площадĕнчи, Лена çинчи хăрушă лару-тăрусем тата ытти те).

Пĕтĕмлетсе каласан, Романовсен династийĕ Раççей аталанăвĕнче ырă ĕç нумай тунă, çĕр-шыва пуянлатма, аслăлатма, пĕрлĕхне упрама-çирĕплетме пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернĕ, Раççей историйĕнче пысăк йĕр хăварнă.

Р.Моисеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика