20 апреля 2013 г.
Ĕçекен тата хуçалăхри ытти тĕллевсемпе усă куракан шыв çурхи ейÿ вăхăтĕнче çынсен сывлăхне епле сиен кÿме пултарать-ха? Çулсеренех çуркунне çитсен ейĕве пула шывăн пахалăхĕ чакать. Çанталăк ăшăтнă май биологи, хими каяшĕсем тата ытти тасамарлăх çиеле тухаççĕ, шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ е централизацилемен тытăмсене лекеççĕ.
Ейÿ вăхăтĕнче халăх хушшинче вар-хырăм инфекцийĕсем сарăлас хăрушлăх пысăк. Шыв урлă çынсем халер чирне, дизентерие, вар тифне, паратифа, А вируслă гепатита ертме пултараççĕ.
Ĕçмелли шыва юр шывĕпе пĕрле чирлĕ çынсен е чĕр чунсен каяшĕсем лекес хăрушлăх пур. Çапла вара унта патогенлă микроорганизмсем ĕрчеме пуçлаççĕ. Çак шывпа апат пĕçернĕ çĕрте усă курни çынна чирлеттерме пултарать.
Инфекци чирĕсенчен сыхланас тесен санитарипе гигиена мероприятийĕсене туллин пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах çын пурăнакан тавралăха таса тытмалла, шыв тăракан вырăнсене канализаци каяшĕсем юхса тухасран асăрхасах тăмаллине шута илмелле. Енчен те шывпа тивĕçтерекен централизацилемен тытăмпа усă куратăр пулсан, çăлсен санитарипе техника тĕрĕслевне ирттермелле: пура юсавлă пулнине, насус мĕнле ĕçленине, обществăлла витре пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Централизацилемен çăлсемпе усă курнă чухне санитари правилисемпе нормисене тĕпе хумалла.
Пусă çурхи шывпа тулса ларнă пулсан, унти шыва ĕçме юрамасть. Ейÿ пĕтнĕ хыççăн пусса дезинфекцилемелле, тасатмалла, унтан тепĕр хутчен дезинфекцилемелле. Шыва хлор извеçĕпе тата кальци гипохлоричĕн тăварĕпе дезинфекцилеме пулать. Ун хыççăн шыва лайăх пăтратаççĕ, пусса 1,5 — 2 сехетлĕхе виткĕçпе хуплаççĕ. Унтан шыва юхтарса кăлараççĕ, пусса çÿп-çапран, юшкăнран тасатаççĕ, кирлĕ çĕрте юсаççĕ. Пусă тепĕр хут шывпа тулсан, унта дезинфекцилекен хутăш яраççĕ, виткĕçне хупса 6 сехет тăратаççĕ. Çак ĕçсене вăхăтра тусассăн пусри шыва ĕçни инфекци чирĕсем ертес хăрушлăх кăларса тăратмĕ.
Çуркуннехи вăхăтра тепĕр йĕркене пăхăнни те пĕлтерĕшлĕ. Ĕçме е апат пĕçерме вĕретнĕ шывпа çеç усă курăр. Çак ансат мел сывлăха упрама пулăшĕ.
О.ИВАНОВА.