20 апреля 2013 г.
Çыннăн пурнăçĕ, сывлăхĕ вăл мĕнле тавралăхра пурăннинчен чылай килет. Таса мар сывлăш, сиенлĕ хутăшсемпе пуян тăпра, вараланса пĕтнĕ пĕвесемпе çырмасем, çÿп-çап айне пулнă вăрман уçланкисем, паллах, çын сывлăхĕ çине те витĕм кÿреççех. Пирĕн районта экологи лару-тăрăвĕ еплерех-ши; Хамăр пурăнакан тавралăха тасалăхра тытма, йĕри-таврари илеме упрама пултаратпăр-и эпир; Çак ыйтусем çине хурав тупма район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин пулăшрĕ.
— Илдус Хадзятович, çут çанталăк — пирĕн кил, тетпĕр. Çапах та эпир çак килте яваплăха туйса, тĕрĕс хуçаланма пĕлетпĕр-и? Паянхи кун район территорийĕнче экологипе çыхăннă епле йывăрлăхсем пур-ши?
— Пирĕн патра, ытти районсенчи пекех, чăрмавсем пур, паллах. Тĕп ыйту — тавралăха вараламасăр хытă каяшсене утилизацилесси. Патăрьел районĕнчи «Полигон» ОООпа çÿп-çап турттарса тухмалли çинчен килĕшÿ пур пирĕн. Ял тăрăхĕсенче вара хытă каяшсене вăхăтлăха хума ятарлă вырăнсем уйăрнă. Çапах та темшĕн пурте çак йĕркене пăхăнасшăн мар. Çырмасенче, вăрмансенче, çулсем хĕрринче час-часах свалкăсем ÿсе-ÿсе лараççĕ. Çÿп-çапа ятарлă вырăна турттарса çитерме те вăйĕсем çитмеççĕ, те наянлăх пĕтерет. «Хамăн кил-картишĕнче тасалăхпа йĕрке пултăр, ытти маншăн пĕлтерĕшлĕ мар», — теççĕ пулĕ хăшĕ-пĕрисем. Çакна пĕрре те тĕрĕс шухăш тесе калаймăн. Тасалăх тени яла пырса кĕрсенех пуçланать. Хамăр пурăнакан вырăна пирĕнсĕр пуçне кам килсе тасатĕ; Юр ирĕлсе пынă май, чылай çĕрте çÿп-çап куписем куç умне тухаççĕ, тавралăх сăн-сăпатне илемсĕрлетсе выртаççĕ. Вăрмана уçă сывлăшпа сывласа киленме каякансен свалкăсене курнипех кăмăлĕ пăсăлать ĕнтĕ.
— Çак йĕркесĕрлĕхпе кĕрешес тĕллевпе епле мерăсем йышăнатăр?
— Тавралăх таса, илемлĕ пултăр тесен, пĕр çын çеç тăрăшни çителĕксĕр, ку енĕпе кашнин яваплăха туйса вăй хумалла. Çавна кура апрелĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа майăн 21-мĕшĕччен районта ятарлă уйăхлăх ирттерме палăртнă. Ăна йĕркелессишĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă. Çак тапхăрта районти ялсене, предприятисен, организацисен территорийĕсене тирпей-илем кÿрес, çÿп-çапран тасатас енĕпе ĕçсем иртĕç. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансем, çавăн пекех ял çыннисем те субботниксене тухса тавралăха илем кĕртес ĕçе хутшăнĕç. Çакăн евĕр субботниксем çулсерен иртни, çынсем вĕсене хастаррăн хутшăнни районта таврари тасалăха хаклакансем, хăйсем пурăнакан вырăна илемлĕ те тирпейлĕ тума тăрăшакансем йышлăн пулнине çи-рĕплетет. Çавăн пекех çак уйăхлăх вăхăтĕнче «Йывăç ларт та ăна упра» девизпа Йывăç кунĕсем те ирттерĕпĕр. Çак кунсенче предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, шкул ачисем тата ыттисем те туслăн йывăç лартма тухасса шанатпăр. Унсăр пуçне тин лартнă çак хунавсене пăхса тăрассине те йĕркелемелле пулĕ.
— Экологи çинчен калаçу пуçарнă май шыв объекчĕсен тасалăхĕ çинче те чарăнса тăрас килет...
— Çак темăпа эпир çулсерен ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе калаçусем ирттеретпĕр, вĕсене асăрхаттарсах тăратпăр. Пирĕн тĕллев — юхан шывсене, пĕвесемпе кÿлĕсене фермăсенчен юхса тухакан каяшсенчен, удобренисенчен, çунтармалли-сĕрмелли япаласенчен сыхласси. Шăп çак япаласем шыва вăйлă варалаççĕ, унта пурăнакан организмсене сиенлеççĕ. Шыв объекчĕсем таса пулнинче ыттисен пайĕ те, паллах, пысăк. Енчен те кашниех кил-тĕрĕшри хытă каяшсене, юрăхсăра тухнă япаласене шыва чăмтарма пуçласан шывăн тасалăхĕ çинчен калаçмалли те çук ĕнтĕ.
— Калаçăва пĕтĕмлетсе хаçат вулаканĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
— Тавралăха упрасси — вăл пĕр çыннăн ĕçĕ мар, кашнин тивĕçĕ. Пурте ыттисем çине çеç шанса ларсан, паллах, ыррине кĕтме çук. Çавăнпа та çут çанталăкăн илемне упраса хăварас тесен пурин те кар тăрса ĕçлемелле, кашнин май килнĕ таран пулăшма тăрăшмалла.
Н.КАЛАШНИКОВА.