20 апреля 2013 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ апрелĕн 9-мĕшĕнче 31 «Чăваш Республикин территорийĕнчи сунар вырăнĕсенче, федераци пĕлтерĕшлĕ уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕсемсĕр пуçне, сунарăн ирĕк панă тĕсĕсене тата сунар ĕçне пурнăçламалли виçесене палăртасси çинчен» указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн çуркуннехи тапхăрта 10 календарлă кун хушши — ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 29-мĕшĕччен вĕçен кайăксен çак тĕсĕсене тытма юрать:
1) ăсан автанне кайăк туй вырăнĕнче 3 сехетрен 9 сехетчен хÿтлĕхрен кăна;
2) хурсене Сунар правилисемпе палăртнă чару пырса тивмен территорисенче ĕлкесемпе, катемписемпе, саспа илĕртекен хатĕрсемпе усă курса хÿтлĕхрен кăна;
3) кăвакал аçисене çума лартакан кăвакалсемпе усă курса 4 сехетрен пуçласа 9-ччен тата 18 сехетрен пуçласа 21-ччен хÿтлĕхре кăна, çума лартакан кăвакалсемсĕр пуçне катемписемпе тата саспа илĕртекен хатĕрсемпе усă курма юрать. Кайăксене çума лартакан пĕр кăвакалпа усă курса пĕр вăхăтра пурнăçлакан сунарта икĕ сунарçăран ытла пулма юрамасть.
4) вальдшнепа каç пулттипе кăна 19 сехетрен 22 сехетчен.
Ăсан автанĕсене, хурсене тата кайăк кăвакал аçисене тытнă чухне пĕр искусствăлла хÿтлĕхре икĕ çынран ытла пулмалла мар.