АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти ĕçсем пуçланчĕç

20 апреля 2013 г.

 

Районти хăш-пĕр хуçалăхсенче çĕр улмине суйласа яровизацилеме пикеннĕ. Пуринчен те малтан ку ĕçе «Урожай» колхозра тытăннă. Çак хуçалăхра — 360 тонна, «Слава картофелю» агрофирмăра — 150 тонна, «Комсомольские овощи» агрофирмăра — 150 тонна, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче — 100 тонна, «Заря» ЯХПКра 100 тонна яровизациленĕ.

Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен вăрлăхĕсене им-çамлассине пикеннĕ хуçалăхсем те пур. «Труд» ЯХПКра — 30 тонна, «Слава картофелю» агрофирмăра 10 тонна им-çамланă.

Паянхи куна нумай çул ÿсекен курăксене 100 гектар çинче апатлантарнă, çав шутра «Слава» ЯХПКра — 50 гектар, «Дружбăра» — 50 гектар. Нумай çул ÿсекен курăксене 60 гектар çинче сÿреленĕ.

Кĕрхи культурăсене пурĕ 605 гектар çинче апатлантарнă. Ку ĕçе чи малтан «Слава картофелю» агрофирмăра пикеннĕ, хальлĕхе 527 гектар çинче пурнăçланă. «Слава» ЯХПКра 53 гектар, «Родина» ОООра 25 гектар çинчи калчасене апатлантарнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, районти хуçалăхсем акана тухма хатĕр ĕнтĕ, çĕр пиçсе çитессе çеç кĕтеççĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика