13 апреля 2013 г.
Россия Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕпе Роза Алексеевна Кондратьевăпа «Россия Федерацийĕн пенси тытăмне 2030-мĕш çулччен аталантарма палăртнă Стратегине пурнăçласси» темăпа илнĕ интервью.
— Раççей Правительстви пенси тытăмне 2030-мĕш çул таран аталантарма палăртнă Стратегине иртнĕ çулăн декабрь уйăхĕнче çирĕплетнĕ. Мĕнпе çыхăннă çак улшăнусем;
— Стратеги йышăнасси çĕр-шыври экономикăра, демографи енĕпе малалла улшăнусем пулнипе çыхăннă.
Пенси реформи 10 çул ытла йĕркеленсе пырать. Çак хушăра тĕпрен лартнă пенси страховани çирĕппĕн хăйне кăтартрĕ. Пенси шайĕ чылай хăпарчĕ, совет влаçĕ вăхăтĕнче ĕçленине çĕнĕрен хакласа пенсисене ÿстертĕмĕр, ĕçлемен пенсионерсене вырăнта пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар тÿлетпĕр.
Çав вăхăтрах Пенси фончĕн бюджетне пырса кĕрекен тупăш унăн тăкакне шайлаштармасть.
Çак ыйтусем пенси Стратегине вăрăм тапхăра хатĕрлеме хистенĕ.
Стратегин тĕп енĕсем:
— тарифпа бюджет политикине çĕнетесси;
— маларах пенси çине тухмалли йĕркене улăштарасси;
— пенсин пухăнса пыракан пайне çĕнетсе аталантарасси;
— корпоративлă пенси тытăмне йĕркелесси;
— страховани пенсине çĕнетсе шутласси.
— Страховани тарифĕсем çĕнĕ саккунсемпе мĕнле улшăнаççĕ; Уйрăм предпринимательсем Пенси фондне ытларах тÿлеме тытăнчĕç, паллах, кăмăлсăр кунпа.
— Страховани тарифĕ ĕçпе тивĕçтерекен организацисем валли 22 процентпа танлашать. Çав вăхăтрах чылай организаци çăмăллăхсене усă курса çак шайран сахалрах тÿлет. Ку йĕрке 2013—2015 çулсенче сыхланса юлать.
Хăйсен ĕçне йĕркелекенсем валли (уйрăм предпринимательсене, адвокатсене, нотариуссене, фермер хуçалăх пуçлăхĕсене) пенси страховани йĕркипе ятарлă тÿлев тума йышăннă. Унăн çулталăкра тÿлемелли виçи страховани тарифĕпе çĕр-шыври икĕ чи пĕчĕк ĕç укçин шайĕнчен шутланать. Çулталăкшăн предпринимательсем 32479 тенкĕ тÿлеççĕ, уйăхне вăл 2706 тенкĕпе танлашать. Пур-пĕрех çак сумма организацисенче тара кĕрĕшсе ĕçлекенсен республикăри вăтам ĕç укçинчен тÿлекен взносран 1,4 хут сахал, Раççей шайĕнчи ĕç укçинчен илсен — 2,1 хут сахал.
Çак çĕнĕлĕх уйрăм предпринимательсен малтанхи 10 çулта тÿлесе тăнă укçаран пухăннă пенси капиталĕ çителĕксĕр пулнипе çыхăннă. Кунашкал çынсен тара кĕрĕшсе ĕçлекенсемпе танлаштарсан пенси 10—15 хут сахалрах калăпланать.
Çаксене шута хурса малашне уйрăм предпринимательсене тара кĕрĕшсе ĕçлекенсен пенси страховани йĕркине куçма ирĕк тума палăртнă.
— Паян маларах пенсие тухакан йышлă. Вĕсене ытти çынсен шучĕпе пенси тÿлеççĕ. Ку енĕпе лару-тăрăва улăштармалли пирки калатчĕç. Мĕнле те пулин йышăну пур-и;
— Раççей пенси системине аталантарас Стратегинче йывăр тата сиенлĕ условиллĕ ĕç вырăнĕ тытакан предприятисене Пенси фондне хушма тарифпа тÿлемелли йĕркене çирĕплетнĕ. Ăна çулсерен ÿстерсе кĕртме палăртнă.
2013-мĕш çулта 1-мĕш Списокпа ĕçлекенсемшĕн хушма взнос 4 процентпа танлашать, 2014 çулта — 6 процентпа, 2015 çулта — 9 процентпа.
2-мĕш Списокпа тата хăшпĕр уйрăм отрасльте ĕçлекенсемшĕн хушма взнос 2013 çулта 2 процентпа танлашать, 2014 çулта — 4 процентпа, 2015 çул-та — 6 процентпа.
Халиччен маларах пенси çине тухмалли ĕç вырăнĕ пур организацисем хăйсен работникĕсене пенсине маларах кăларнăшăн нимĕнле тăкак та туман. Çакнашкал йĕрке ĕç условисене çăмăллатма, сиенсене пĕчĕклетме, ĕçлекенсен сывлăхне сыхласа хăварма организацисене хистемен. Енчен те предприяти çĕнĕ технологисемпе усă курса сиенлĕ те йывăр ĕç условисене ылмаштарсан (кăна ĕç вырăнне çĕнĕрен аттестациленĕ хыççăн пĕлме пулать), хушма тÿлеврен хăтăлать.
Ĕçпе тивĕçтерекенсем пĕл-тернĕ тăрăх Чăваш Республикинче 1-мĕш Списокпа 6,3 пин ĕç вырăнĕ, 2-мĕш Списокпа 23,5 пин ĕç вырăнĕ. Çак ĕç вырăнĕсенче 5,6 пин тата 21,8 пин çын ĕçлет. Пурĕ республикăра ун пек ĕç вырăнĕллĕ 600 предприяти шутланса тăрать.
Ĕçлекен çынсене маларах пенсие тухма ирĕк паракан ĕç стажĕ мĕн чухлĕ пулнине кура 3 категорине кĕртнĕ:
— енчен те йывăр тата сиенлĕ условисенче ĕçленĕ стаж кирлĕ чухлĕ пур пулсан маларах пенсие тухма ирĕк сыхланса юлать;
— енчен те стаж пĕтĕмĕшлех çук пулсан, маларах пенсие тухмалли право ĕçпе тивĕçтерекен хушма тарифпа взнос тÿлесен пулать. Ун вырăнне ĕçпе тивĕçтерекенсен коллективлă килĕшÿ туса хăйсен ĕçлекенĕсем валли хушма социаллă гарантисем туса пама пулать. Ку шутра хăй тĕллĕн пенси страхованийĕ туни, ĕç укçи çумне компенсаци хушса тÿлени тата ытти те. Ун пек чух предприятие хушма тарифпа взнос тÿлессинчен хăтараççĕ;
— енчен те ĕçлекенсен йывăр тата сиенлĕ условисенче ĕçленĕ стаж çук пулсан, предприятисем урăхла социаллă гаранти туса пама пултараççĕ — корпоративлă пенси, ĕç укçи çумне компенсаци укçи тÿлени, ĕçлеме пултарассине çухатасран хушма страховани тăвасси.
Ĕçлекенсен те, организацисен те çак çĕнĕлĕхе шута хумалла. Ĕçлекенсен прависем е маларах пенси çине тухса, е укçан хурса тÿлесе йĕркеленмелле.
— Пенси реформи 10 çул пырать ĕнтĕ, çапах та халăхăн пысăк пайĕ пит хастарлăх кăтартмарĕ, пенсин пухăнса пыракан пайне вырнаçтарма васкамасть. Ку енĕпе улшăну пулмалла, кама пырса тивет вăл;
— Кăçалтанпа 1967 çулта тата каярах çуралнисем пухăнса пыракан пайне тÿлемелли взнос тарифне хăйсем суйласа илме пултараççĕ: малтанхи пекех 6 процент хăварма пултараççĕ, е 2 процент таран чакарса страховани пайне 10 процентран 14 процент таран ÿстерме пултараççĕ.
Нумайăшĕ хăйсен пухăнса пыракан пайне куçакан взнос укçи-тенкине инвестицилесси çинчен заявлени пĕрре те тăратман. Саккунпа вĕсен пенсин пухăнса пыракан пайне куçакан укçа патшалăх управляющи компанин анлăлатнă портфелĕнче — «Внешэкономбанкра» йĕркеленет. 2014 çултанпа пухăнса пыракан пайне йĕркелеме ку таранччен заявлени çырманнисен взнос тарифне çакăн пек пайласа яраççĕ: 2 проценчĕ пенсин пухăнса пыракан пайне, 4 проценчĕ пенсин страховани пайне тÿлеме каять. Взнос тарифне малтанхи пек 6 процент хăварма çыннăн пенсин пухăнса пыракан пайне куçакан укçана инвестицилеме е патшалăх управляющи компанин урăх портфельне, е уйрăм управляющи компанине, е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне куçарма заявлени çырмалла.
Пенсин пухăнса пыракан пайне йĕркелеме управляющи компанине е патшалăх тытăмне кĕмен пенси фондне куçарма заявлени çырнă пулсан страховани взносĕн тарифĕ 6 процент юлать. Енчен те 2 процент тарифпа тÿлес тесен патшалăх управляющи компанийĕн кирек хăш портфельне куçармалла.
Заявленисене Раççей Пенси фончĕн кирек хăш управленинче тата трансферагент центрĕсенче — банксенче, патшалăх тытăмне кĕмен фондсенче тата организацисенче йышăнаççĕ.
Республикăра пĕтĕмĕшле 692 пин çыннăн пухăнса пыракан пайĕ йĕркеленет. Пенсин пухăнса пыракан пайне куçакан укçана инвестицилеме 32 проценчĕ заявлени тăратнă, 68 проценчĕ вара ку таранччен пĕрре те заявлени çырман.
— Халиччен пирĕн пата çулталăкне пенси валли мĕн чухлĕ страховани взносĕ тÿлени пирки пĕлтерекен çырусем килетчĕç, малашне кун пек пулмĕ. Информацие ăçтан илĕпĕр;
— Малтан уйрăм лицевой счет çинче пухăнса пыракан информацие Пенси фончĕ ятарласа ярса паракан извещенинчен пĕлме пулатчĕ. 2013 çултанпа çак информацие гражданин ыйтнипе пĕр хутчен илме май пур. Ăна тĕрлĕ мелсемпе пĕлме пулать: пĕрлĕхлĕ патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă е малтанхи пек çырупа. Ыйтса янă хыççăн 10 кунран хурав çитмелле. Пенси счечĕ çинчи кăтартусене банксенче те пĕлме пулать — Раççей перекет банкĕ, Уралсиб, Газпромбанк, ВТБ 24, Мускав банкĕ урлă.
Харпăр хăйĕн уйрăм счет çинчи кăтартусем конфиденциаллă шутланаççĕ. Çавăнпа та унашкал ĕçе уйрăм çыннăн кăтартăвĕсене вăрттăнлăхра тытса ĕçлемелле.
Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ.