АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика уява хатĕрленет

13 апреля 2013 г.

 

Тăван халăхăмăрпа унăн хаклă хăнисене канма-савăнма тата ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме, çыхăнусене анлăлатма пĕр кĕрекене пухакан сулăмлă уяв — Республика кунĕ çывхарать. Чăваш Ен хаклă хăнасене чыслăн кĕтсе илме яланах тĕплĕн хатĕрленет.

Çаплах хамăрăн тĕп уяв умĕн ăна çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен комитет хăйĕн черетлĕ ларăвĕнче унпа çыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Маларах палăртнисенчен чылайăшне пурнăçланă, анчах вăхăт хăйĕн улшăнăвĕсене кĕртнĕ май йĕркелÿ комитечĕ йыхравĕпе пухăннă министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисемпе Тăвай районĕпе Шупашкар хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем пĕрле канашланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администраци ертÿçи Александр Иванов кăçалхи уявăн тĕп мероприятийĕсем çинче пайăррăн чарăнса тăнă.

Унтан ведомствăсем хăйсем яваплă тытăмĕсем тĕп уява мĕнле хатĕрленнине, çак тапхăрта мĕн-мĕн тунин калăпăшне пĕлтернĕ. Республика кунĕ халăхсен туслăхне çирĕплетекен, ĕçлĕ хутшăнусен чиккисене анлăлатакан, çавăнпа пĕрлех республикăн социаллă сферипе экономика хăватне ÿстерекен праçнике çаврăннине халĕ чăваш çĕрĕ çинче пурăнакан кашни çынах туйса-ăнланса илчĕ.

Форума хутшăнма чĕнсе республикăн Экономика аталанăвĕн министерстви хамăр патшалăхри регионсен тата НПППри çĕр-шывсен ертÿлĕхĕ ячĕпе 500 ытла йыхрав янă. Вĕсенчен чылайăшĕ унта хаваспах хутшăнасси çинчен пысăк кăмăлпа пĕлтернĕ. Нумай çĕртен представительсен ушкăнĕсем Чăваш Ене килсе кайнă та ĕнтĕ, килĕшÿ условийĕсем пирки калаçса татăлнă. Премьер-министр пур пĕрех çак ĕçе хавшатмасăр малалла та графикпа килĕшÿллĕн туса пыма сĕннĕ. Мĕншĕн тесен уяв кунĕсем умĕн (2013 çулхи çĕртме уйăхĕн 20—21-мĕшĕсенче) Шупашкарта «Раççей регионĕсем — стабилизацирен аталану патне» улттăмĕш форум иртмелле. Иккĕшĕн те пĕр тĕллев — аталану, экономика хăвачĕ. Программăра — çирĕме яхăн платформа.

«Раççей çăл куçĕсем» халăх пултарулăхĕн 21-мĕш фестивальне, «Руç ăстисем» 11-мĕш конкурсне тата пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Ака туйне хатĕрленни çинчен культура министрĕ Вадим Ефимов каласа кăтартнă: йĕркелÿ ыйтăвĕсене пĕтĕмпех татса панă, мероприятисен положенийĕсене çирĕплетнĕ, уява хутшăнма çĕр-шыври чăвашсем компактлă пурăнакан республикăсемпе облаçсен, крайсен, çавăн пекех Азербайджан, Украина, Болгари, Палестина тата ытти çĕр-шыв ертÿлĕхĕсем патне йыхрав янă. Чылайăшĕ килессине пĕлтернĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх — фестивальпе конкурса хамăр республикăран кăна 200 ытла художество пултарулăх коллективĕ, 4 пин ытла юрă-ташă ăсти хутшăнмалла. Ют çĕртен килекенсене пурăнма вырнаçтарассине, апатлантарассине, транспорт ыйтăвне татса панă. Ехрем хуçа бульварĕнчи «Руç ăстисем» конкурса хутшăнма кăмăл тунине 150 ытла ăста халех пĕлтерсе хунă. Культура министерстви программăна çĕнĕлĕх те кĕртнĕ. Вăл — «Театрсен каçĕ». Республикăри 6 театр кÿлмек хĕрринчи ятарлă вырăнсенче хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕ.

Çав кунсенче çĕнĕ 11 пысăк объекта хута ярĕç. Сăмахран, Етĕрнере — сĕт завочĕ, Красноармейскинче — кирпĕч завочĕ, Вăрмарта — шкул çурчĕ, Йĕпреçре — спорт объекчĕ, Тăвайра — фельдшер-акушер пункчĕ... Агропромышленноç комплексĕнче те çĕнĕлĕх сахал мар пулĕ. Тĕп хуламăрта та çĕнĕ çуртсемпе ача сачĕсем хăйсен хуçисене йышăнĕç. Спорт ăмăртăвĕсемпе турнирĕсене те манса хăварар мар. Парнисемпе призĕсем те сумлă: акă, пиçиххи çыхса кĕрешекенсенчен мала тухакан çăмăл машинăна тивĕçĕ. Ăна республикăри «Кĕрешÿ» федераци хатĕрленĕ.

Ытти çинчен те тĕплĕ калаçу пынă канашлура. Республика кунĕн программи чăннипех анлă та пуян тата питĕ кăсăклă пулнине туйса илетĕн. Çакна республикăра пурăнакансемпе унăн хăнисем кĕçех хăйсем курса ĕненĕç. Уява фейерверк фестивалĕ вĕçлĕ.

(«ХЫПАР»).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика