АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан ÿсĕм пулатех

13 апреля 2013 г.

 

Хресчен кашни кунпа туллин усă курса пурăнма вĕреннĕ. Ĕçе вăхăтра пурнăçланине мĕн çиттĕр? Акă, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче тăрăшсах çур акине хатĕрленеççĕ. Кустăрмаллă тата гусеницăллă тракторсене, автомашинăсене, сеялкăсене, культиваторсене юсаççĕ, сăрласа çĕнетеççĕ.

Çур акине мĕнлерех хатĕрленнипе паллашас тесе «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче пултăмăр. Тукайсем çур акине паян-ыран тухма хатĕр тесен те юрать. Кунта ĕç-пуç вĕресе тăрать. Гараж алăкĕсем уçă, кашни ĕçчен хăйне шанса панă техника патĕнче тăрăшать, хатĕрленÿ кал-кал пырать.

— Уя тухиччен пĕтĕм техникăна тĕрĕслев витĕр кăларатпăр. Çавна май пур юсав ĕçĕсене кăрлач уйăхĕнчех пуçланă. Тракторсене, автомашинăсене, прицепсемпе тележкăсене, сеялкăсемпе культиваторсене çитес кунсенче çур акине тухма хатĕрлесе çитеретпĕр, — тет тĕп инженер Алексей Курицын. Хуçалăхра чылай çул тăрăшаканскер, унти техникăна пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет вăл.

Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхра ĕç кал-кал пырать çав. Палăртнине вăхăтра пурнăçлас тесе ир пуçласа каçченех тракторпа машина паркĕнче механизаторсемпе водительсем, слесарь, токарь ĕç вырăнĕнче тăрăшаççĕ. В.А.Соловьев, А.З.Никифоров, Н.А.Шурин, В.Н.Наумов, В.Г.Моторин водительсем, В.А.Портнов, А.Г.Хурасев, В.П.Коноплев, Г.П.Васильев, М.А.Муллин, С.П.Пыркин, трактористсем техникăна юсассине вĕçлеççĕ, прицепсемпе тележкăсене сăрлаççĕ, Н.В. Скворцов сварка ĕçĕсене пурнăçлать.

— Тĕп тĕллев — тухăçлă тыр пул, çĕр улми çитĕнтересси. Çур акине вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлас тесе тăрăшатпăр. Кирлĕ чухлĕ удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал, çурхи туллăн «Эльф» супер элита, «Московская-75» элита вăрлăхĕсене туяннă. Çур аки валли 1415 центнер кондициллĕ вăрлăх хатĕрленĕ. Кăçал çĕр улмин «Рокко» сортне 20 тонна туяннă, ăна çитес вăхăтра Голландирен кÿрсе килмелле. Пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăр» япăх мар тухăçпа савăнтарнăран, кăçал та эпир ăна 100 гектар çинче çитĕнтересшĕн. Хамăр хатĕрлесе хăварнă çĕр улми вăрлăхне суйламалла. Хуçалăхра ĕçченсем чăннипех тăрăшуллă пулни ĕçсене пахалăхлă пурнăçлама май парать. Анчах та çамрăк специалистсем яла таврăнманни пăшăрхантарать. Механизаторсем пулсан аванччĕ те, — тет хуçалăх ертÿçи Вячеслав Анатольевич Никифоров, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Иртнĕ çулхи кăтартусене, хăш культура мĕнлерех тухăç пама пултарнине шута илсе акмалли, лартмалли çĕр лаптăкĕсене палăртнă. Хуçалăхра кăçал 432 гектар тĕш-тырă, 277 гектар нумай çул ÿсекен курăк, 24 гектар кукуруза, 10 гектар выльăх кăшманĕ акма, 100 гектар çĕр улми лартма хатĕрленеççĕ.

А.МАРИЯН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика