АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă вырăнсемшĕн сасăлăр!

13 апреля 2013 г.

 

10russia.ru сайтра çĕр-шыври чи паллă вырăнсене суйласа илессипе сасăлав пырать. Унта Чăваш Енри паллă вырăнсем те хутшăнаççĕ: арçынсен Свято-Троицк мăнастирĕн колокольни, Шупашкар кÿлмекĕ, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ, Çĕрпÿри хĕрарăмсен Тихвин мăнастирĕ, А.Г.Николаев СССР летчик-косманавтăн мемориал комплексĕ, Чăваш наци музейĕ, В.И.Чапаев музейĕ, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри собор мечечĕ, «Присурский» заповедник. Чăваш Енре пурăнакансем сайтра регистрациленмесĕрех сасăлама пултараççĕ. «Россия 10» мультимедийлă проект-конкурса «Россия 1» телеканалпа вырăс географи обществи йĕркелет. Конкурса хутшăнма çĕр-шыври 700 яхăн паллă вырăна суйласа илнĕ.

Пĕрремĕш тапхăрта, вăл июнĕн 30-мĕшĕччен пырать, федераллă округсенчи паллă, пĕлтерĕшлĕ 10 вырăна палăртаççĕ. Унтан сентябрĕн 1-мĕшĕччен 80-шĕнчен чи лайăххисене — 30-шне суйласа илеççĕ. Сентябрĕн 29-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕсене, 10 паллă вырăна палăртĕç. Мускав облаçĕнчи «Россия» ландшафт паркĕнче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнисен пĕчĕклетнĕ тĕслĕхĕсене вырăн парĕç.

Çавăнпа та Чăваш Республикинче пурăнакансем сасăлава хастар хутшăнасса шанатпăр.

Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика