13 апреля 2013 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен паянхи кун чылай ыйту тавра пуç ватма тивет. Çур аки çывхарса пынине кура техникăна йĕркене кĕртмелле, вăрлăх хатĕрлемелле, удобрени кÿрсе килмелле, çунтармалли-сĕрмелли япаласене туянмалла тата ытти те. Алă усса ларнипе нимĕн те пулмасть, çавăнпах ĕнтĕ хуçалăхсенче акана тухма чылай малтан хатĕрленме пикенеççĕ. Лару-тăрупа вырăнта паллашма «Луч» ЯХПКна çитсе килтĕмĕр.
Хуçалăхăн машинăпа техника паркĕнче ĕçсем аван пыраççĕ. Апрелĕн 5-мĕшĕнче мĕнпур техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Комисси членĕсем трактор-машинăсемпе агрегатсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсем хире тухма хатĕррине палăртнă. Кăçал «Лучсен» акана тухакан сеялкăсен шучĕ ÿснĕ. Нумаях пулмасть çеç кÿрсе килнĕ çĕнĕ хатĕрĕн пайĕсене пуçтарнă ĕнтĕ, вăл ĕçе пикенме хатĕр. Çывăх вăхăтрах вара тепĕр дискатор илсе килĕç. «Кăçал пирĕн çур акине 9 техника тухать. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕклĕ. Трактористсем енчен çитменлĕх çук, çавăнпа хире вăхăтра тухасси иккĕленÿсем çуратмасть», — паллаштарчĕ лару-тăрупа тĕп агроном Анатолий Семенов. Сăмах май, вăл икĕ çул çеç çак ĕçре тăрăшать-ха, апла пулин те çамрăк специалист хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлама тăрăшать.
Хуçалăхра кĕрхи тырăсене 100 гектар çинче акса хăварнă. Вĕсем лайăх хĕл каçнă, çанталăк кĕтмен парнесем тумасан тухăç аван пуласса шанма пулать. Çуркунне вара 750 гектар тĕш-тырă акма, 50 гектар çĕр улми лартма палăртнă. Май пулсан, каярахпа «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкне ÿстерме те хирĕç мар «Лучсем».
Вăрлăх пирки вара çакна каласа хăварма пулать: акас тĕллевпе хатĕрлесе хуни 100 проценчĕпех кондициллĕ. Унсăр пуçне хуçалăх Çĕрпÿ районĕнчен «Московская-35» элита тулă вăрлăхĕ илсе килнĕ.
Удобрени турттарса килессипе ĕçсем пĕтмен-ха. Тĕрлĕ лаптăксене пурĕ 45 тонна хывма планланă. Хальлĕхе çак калăпăшăн çуррине хатĕрленĕ. Ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.
«Тăрăшатпăр, çитĕнÿсем тума ăнтăлатпăр. Çур аки вăхăтра тата йывăрлăхсемсĕр иртессе шанас килет», — пĕтĕмлетрĕ Анатолий Васильевич.
Н.КАЛАШНИКОВА.