13 апреля 2013 г.
Иртнĕ кунсенче Тăманлă Выçлинче пурăнакан Анастасия Сергеевна Бархонова 90 çул тултарнă. Ăна çак ятпа Россия Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин салам Çырăвĕ янă.
Çырăва юбиляра пама Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, унăн çумĕ Роза Афанасьева, Тăманлă Выçли культура çурчĕн культорганизаторĕ Елена Сорокина тата ыттисем те килсе çитнĕ. Çавăн пекех Анастасия Сергеевнăна, кунта чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскере, «Пайгас» ял хуçалăх производство кооперативĕн представителĕсем те ăшă сăмахсем каланă, хаклă парнепе чысланă.
М.АЛЕКСЕЕВА.