13 апреля 2013 г.
Нумаях пулмасть Йÿç Шăхаль ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнче «Шăхаль» эстрада ушкăнĕ йĕркеленĕ. Унăн репертуарĕнче — чăваш, вырăс халăх, эстрада тата ытти юрăсем те.
Акă нумаях пулмасть вĕсем Тутар Шурутра, Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелĕнче, Пÿртлĕре пулса ял халăхне юрă-ташăпа савăк кăмăл парнелерĕç.
«Кĕвĕ аппаратурине илме спонсорла пулăшу панăшăн Надежда Алексеевăна, Анатолий Шагарова, Анатолий Алексеева тата ыттисене те чĕререн тав тăватпăр», — терĕ культура çурчĕн культорганизаторĕ Людмила Козлова.
Артистсем паян Кĕçĕн Арапуç ялĕнчи сцена çинче «Сад пахчинче», «Тухрăм урама», «Пилеш кайăкĕ» юррисене шăрантарчĕç.
Сăмах май, эстрада ушкăнĕнче — пурĕ 16-ăн. Вĕсем культура, вĕренÿ тытăмĕсенче, ял хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. Уйрăм предпринимательсем те пур.