13 апреля 2013 г.
Районти тĕп библиотекăра «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке-2011» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăна ялта пурăнакансене кĕнеке вулама явăçтарас, паллă писательсен произведенийĕсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса районти пур библиотека та хастар хутшăннă. Вулавçăсемпе калаçусем, презентацисем, вулав конференцийĕсем, литература каçĕсем ирттернĕ.
А.Павловскаян «Сапаскар хĕрĕ» кĕнеки конкурсра çĕнтернĕ. Çавăн пекех «Чи лайăх проза» номинацире ентешĕн, Г.Максимовăн «Танец в ночи» кĕнеки палăрнă. Вулакансем Я.Ухсайăн «Самана: сăвăсем, поэмăсем», С.Азаматăн «В лабиринтах любви» кĕнекисемпе те хаваспах паллашнă. Ачасем А.Николаевăн «Котенок и мальчик», Н.Пăрчăканăн «Мĕншĕн анне йăл кулать?» кĕнекисене ытларах вуланă.
Конкурс çĕнтерÿçисене апрелĕн 25-мĕшĕнче наци библиотекинче чыслаççĕ.