17 апреля 2013 г.
Çын эрех ĕçнĕçемĕн ÿсĕрĕлсе пырать, урăхла каласан, эрех наркăмăшĕ организма сиенлет. Чи малтанах пуç мимин пысăк çур чăмăрĕсен виттин ĕçĕ-хĕлĕ пăсăлать, кайрантарах тăрăхла мимийĕ, ун хыççăн çурăм шăммин мимин ĕçĕ йĕркерен тухать. Пуç мимин тулаш сийĕнчи клеткăсем пачах урăхла ĕçлеме пуçлаççĕ, тулашĕнчен çитекен сигналсене хирĕç вĕсем тивĕçлĕ «хурав» параймаççĕ. Пуç мими клеткисем вăйлăн ĕçлеме тытăннă пек туйăнать, чăннипе илсен вăл кун пек мар.
Алкоголизм çын организмне сиенлеме пуçланин малтанхи паллисем шутне мĕн кĕрет; Çакнашкал çыннăн куçĕ, хĕм кăларнă евĕр, ялкăшма тытăнать, пичĕ хĕрелсе каять, юн таппи чакать. Ÿсĕрĕлнĕ çын апат çиес килнине, хăйне темĕнле çăммăлланса кайнăн туять. Эрех ĕçнĕ хыççăн 10—30 минутран çынсем шавласа калаçма тытăнаççĕ, пĕр-пĕрне итлеме пăрахаççĕ, кашниех хăй нумай пĕлнипе мухтанма тăрăшать.
Сăмакун-эрех нумай ĕçсен çын ăс-тăнĕ чакать, вăл хăйне темĕнле пусăрăнчăк туять, унăн çывăрас килет. Ыйхăран вăрансан мухмăрпа аптăрама пуçлать. Алкоголь наркăмăшĕпе организма вăйлах сиенленĕ чухне вара çын йĕркеллĕ сăмахлама пултараймасть, эмоци илемлĕхĕ пĕтет, тавралăхра çухалса каять. Наркăмăш сиенлĕхĕ ÿссе пынă май çыннăн ăс-тăнĕ минрет, чĕре йĕркеллĕ ĕçлеме пăрахать, юн пусăмĕ тивĕçлĕ нормăран тухать. Унашкал çын кирлĕ пек сывламасть, çавна пула вилес хăрушлăх та пысăк. Ыйхăран вăрансан вăл ÿсĕрле мĕн тунине, ăçта пулнине, мĕн калаçнине ас тăваймасть. Алкоголиксен час-часах галлюцинаци пулать, çын аташма пуçлать, вĕсем çемьери тата ытти çынсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Алкоголь сиенĕ пирки кашнин пĕлмелле.
Л.ЯРЫШЕВА.
Источник: "Каçал Ен"