17 апреля 2013 г.
Мăшăрланни çинчен калакан свидетельствăна тепĕр хут илес тесен патшалăх пошлинине тÿлемелле-и? Е мана справка çеç пама пултараççĕ-и? Тата çак ыйтупа ăçти ЗАГС уйрăмне пымалла-ши? Мăшăрланнине Шупашкарти ЗАГС уйрăмĕнче регистрациленĕ, халĕ вара Екатеринбургра пурăнатăп.
Ыйтăва РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн право пĕрлĕхĕпе право пулăшăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уйрăмăн начальникĕ А.В.Вязов хуравлать.
143-ФЗ №-лĕ «Гражданла тăрăмсен акчĕсем çинчен» Федераллă саккунăн 9 статйин 1 пункчĕпе килĕшÿллĕн, патшалăх регистрацийĕ çинчен калакан свидетельствăна çухатсан ăна тепĕр хут параççĕ. Çакна валли свидетельствăн пĕрремĕш экземплярĕ упранакан ЗАГС уйрăмне пымалла. Енчен те пĕрремĕш экземпляр сыхланса юлман пулсан, иккĕмĕш экземплярне упракан РФ субъекчĕн исполнительлĕ влаç органне çитмелле. Мăшăрланнине регистрациленĕ ЗАГС уйрăмне пырса заявлени çырсассăн, свидетельствăна çав кунах параççĕ. Енчен те заявление ЗАГСа почта урлă ярса парсассăн, свидетельствăна та почта урлах кирлĕ çĕре çитереççĕ.
Заявленипе пĕрле патшалăх пошлинине тÿлени çинчен калакан квитанци те кирлĕ. Тÿлев РФ Налук кодексĕн 333.18 статйин 1 пункчĕн 6 подпункчĕпе килĕшÿллĕн 200 тенкĕпе танлашать.
Енчен те эсир свидетельствăн пĕрремĕш экземплярĕ упранакан ЗАГС уйрăмĕнчен аякра пурăнатăр пулсан, патшалăх пошлинине хăвăр патăрти Перекет банкĕн уйрăмĕнче тÿлеме пултаратăр. Çапла вара сирĕн хăвăр пурăнакан çĕрти ЗАГС уйрăмне пырса заявление Шупашкарти ЗАГС уйрăмне ярса пама ыйтмалла. Каярахпа свидетельствăна илме хăвăр патăрти ЗАГС уйрăмне пымалла, паспорт тата пошлина тÿлени çинчен калакан квитанцие пĕрле илмелле.
Источник: "Каçал Ен"