17 апреля 2013 г.
1-мĕш класранпах «пиллĕк» паллăсемпе анчах ĕлкĕрсе пырать вăл, класс тулашĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнать. Унăн юратнă предмечĕсем — вырăс тата чăваш литератури. Çакă ахальтен мар, паллах. Таня мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама кăмăллать. Шкула çÿричченех шăкăртаттарса вулама вĕреннĕскер, тăхтавсенче час-часах шкул библиотекине васкать, тĕрлĕ кĕнекесемпе паллашать. Уйрăмах вăл вырăс çыравçисен хайлавĕсене килĕштерет. «Кашни кĕнеке хăйне евĕр интереслĕ. Вĕсенчи сăнарсемпе пĕрле савăнатăп е кулянатăп, вĕсемшĕн пăшăрханатăп. Хăш-пĕр кĕнекене вулама пикенсен вĕçне çитиччен те чарăнас килмест», — тет вăл.
Кĕнеке нумай вулакан çыннăн тавра курăмĕ анлăланать. Çакна Таня районта çулсерен иртекен тĕрлĕ олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсен шутне час-часах кĕни те çирĕплетет. Акă кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вăл вырăс чĕлхипе — 3-мĕш, астрономипе 2-мĕш вырăнсене тухнă. Пĕлтĕр акăлчан чĕлхипе, физикăпа, тăван ен предмечĕпе палăрнă. Унсăр пуçне Т.Афанасьева мультимедиллĕ презентацисен районти конкурсĕсенче те пĕрре мар малти вырăна тухнă, дистанци мелĕпе иртекен республикăри олимпиадăсене те хутшăннă.
Маттур хĕр ача хăй вĕренÿре малти ретре пынипе çеç мар, юлташĕсене те пулăшма тăрăшать. «Ăнланман темăсене тăхтав вăхăтĕнче пĕрле сÿтсе яватпăр. Эпир пулăшу ыйтсассăн Таня нихăçан та хирĕçлемест», — теççĕ ун çинчен пĕр класра вĕренекенсем.
Тăрăшуллăскерĕн йăмăкĕ Алена та аппăшĕнчен юласшăн мар. 6-мĕш класра вĕренекенскер, Таня пекех малти ретре пулма ăнтăлать, «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.
Н.КАЛАШНИКОВА.
Источник: "Каçал Ен"