17 апреля 2013 г.
Оксана Светопольскаяпа Светлана Козлова «Раççей Ял хуçалăх банкĕ» ОАОра тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те — операционистсем.
Оксана, 2001 çулта Нĕркеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне куçăмлă майпа вĕренме кĕрет. Унта «Бухгалтери учечĕ, анализ тата аудит» факультетĕнче ăс пухнă хыççăн банкра ĕçлеме пикенет.
Светлана та, Аслă Çĕрпÿелĕнче çуралса ÿснĕскер, вăтам шкул пĕтерсен ЧПУ экономика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.
Хĕрсем иккĕшĕ те çемьеллĕ, мăшăрĕсемпе ачасем çитĕнтереççĕ.
«Тавçăруллă специалистсем. Тавра курăмне анлăлатас тĕллевпе ĕçпе çыхăннă литература та чылай вулаççĕ. Унсăрăн май та çук. Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕнĕçемĕн ĕçре те улшăнусем пур», — терĕ вĕсем пирки банк управляющийĕ Зинаида Григорьева.
Оксанăпа Светлана клиентсемпе сăпайлă калаçаççĕ, мĕн кирлине çийĕнчех ăнлантараççĕ. «Кашни килекен кăмăллă тухса кайтăр. Пирĕн çинчен ыттисене те каласа патăр», — шÿтлерĕç ĕçе чунтан парăннă хĕрсем.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"