АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен ят-сумĕ вилĕмсĕр

17 апреля 2013 г.

Аслă Отечествăлла вăрçăра совет халăхĕ пысăк çĕнтерÿ тунăранпа кĕçех 68 çул çитет. Вăхăт нумай иртрĕ пулин те, çак вăрçăра кăтартнă паттăрлăхпа хăюлăх, совет çыннисем хăйсен пурнă-çĕсене шеллемесĕр Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешни манăçа тухмасть. Фашистла Германин паллă генералĕсем те пирĕн халăхăн паттăрлăхне курса тĕлĕннĕ, тивĕçлипе хакланă.

Эпир те, вăрçă ачисем, çав кунсене манмастпăр. Çуркунне юр кайса пĕтсенех çĕр улми хирне крахмал пуçтарма çÿрени халĕ те паянхи пекех асра тăрать. Пылчăк ăшĕнче çăрăлса çăпата кантрисем татăлса пĕтетчĕç. Çав крахмалтан килте пашалу пĕçереттĕмĕр. Мĕнле тутлăччĕ вăл! Хĕрлĕ кăшман çулçисенчен çăра яшка пĕçерсе çиеттĕмĕр.

Атте вăрçăра пуçне хурсан аннене унăн шинельне ярса пачĕç. Анне унран ман валли пиншак çĕлеттерчĕ. «Упра, ку аçу шинелĕ», — тетчĕ вăл. Сăмах май хамăн атте, Иван Яковлевич Нюкин, çинчен ытларах çырса хăварам-ха. Вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 1941 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче тухса кайнă. 1942 çулта хаяр çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ăна Калуга облаçĕнчи Сухиничи районĕнчи Середейск поселокĕнчи тăванла масарта пытарнă. Атте хăй тивĕçнĕ наградăна та илсе ĕлкĕреймен. РФ Президенчĕ Д.А.Медведев алă пуснă И.Я.Нюкин лейтенанта «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăлани çинчен калакан удостоверение 2010 çулхи июль уйăхĕнче мана ярса пачĕç.

Паттăрсен ят-сумĕ вилĕмсĕр. Вĕсем хальхи çамрăксемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулччăр, патриотлăх туйăмне вăйлатчăр.

З.СЕДОВА 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика