17 апреля 2013 г.
Урамсенче юр ирĕлсе пĕтнĕ май, çул-йĕр типет, çерем тухать. Çынсем çÿп-çапсене тасатаççĕ, типнĕ курăка çунтараçççĕ. Çавна май пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Уй-хирте, урамсенче, вăрман хĕррисенче, çуртсем çывăхĕнче типнĕ курăка çунтарнă чухне вара уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Çунакан курăка пăхса тăмалла. Пĕлтĕр, вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе, май — июнь уйăхĕсенче 10 пушар тухнă. Унта 619 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ, пĕр çын вилнĕ.
Çын айăпĕпе пушар тухнăшăн РФ Административлă кодексĕпе килĕшÿллĕн штрафлама ирĕк пур. Сăмахран, уйрăм çынсене 1000—1500 тенкĕ, должноçрисене — 6—15 пин тенкĕ, юридици сăпатрисене 150—200 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Çавна май пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасчĕ, инкекрен сыхланасчĕ. Енчен те вут-çулăм алхаснине асăрхарăр пулсассăн çийĕнчех «01» е «112» номерсемпе шăнкăравлăр та адреса, хушамата, ăçта çуннине пĕлтерĕр.
Н.НАЗАРОВ.