17 апреля 2013 г.
РФ шалти ĕçсен министрĕн 2010 çулхи августăн 12-мĕшĕнче алă пуснă 580 №-лĕ приказĕпе килĕшÿллĕн апрелĕн 17-мĕшĕнче шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен кунне уявлама палăртнă. Пирĕн уйрăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем чылайăн. Вĕсенчен чи хастаррисене, паянхи кун та пирĕнпе активлă çыхăну тытакансене ятранах асăнас килет. Вĕсем: К.И.Еремеева (вăл 30 çул ытла шалти ĕçсен органĕсенче вăй хунă), ветерансен совечĕн председателĕ П.В.Лапшин, Е.И.Шингалов, обществăлла канашăн членĕ М.А.Илларионова, Н.М.Иванов, В.А.Райков, В.Т.Павлов, В.С.Чубуков, А.Н.Ларионов, В.П.Кокорев, П.В.Силивестров тата ыттисем те. Ветерансем тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те пире пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ, вĕсем яланах стройра, çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Уяв çывхарса килнĕ май пĕтĕм коллектив ячĕпе ветерансене саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, çемьесенче тăнăçлăх, малашне те хастар та пуçаруллă пулма сунатăп.
М.ФРОЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"