АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кун çулталăк тăрантарĕ

17 апреля 2013 г.

Çуркунне — ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн хĕрÿ вăхăт. Çак тапхăрта уйрăмах хастар ĕçлемелле: тракторсене, автомашинăсене юсамалла, вăрлăх хатĕрлемелле, акмалла. Ака-суха ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленмесен тухăçпа савăнаймăн. Çак тĕллевпех районти пур ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшсах ĕçлеççĕ.

Акă, «Труд» ЯХПКра машинăпа трактор паркĕнче ĕç шавĕ тăрать. Хуçалăхра техника çителĕклĕ. Кунта тăрăшакан механизаторсемпе водительсем çур акине тухмалли пур техникăна та юсаса хатĕрленĕ. Культиваторсемпе сеялкăсене пăхса ямалли çеç юлнă. Çавна май хуçалăх çуракине вăхăтра ирттересси иккĕлентермест.

Уй-хир культурисен тухăçĕ çине минераллă удобренисемпе усă курни те пысăк витĕм кÿрет. Çак тĕллевпех «Труд» ял хуçалăх предприятийĕ пурĕ 40 тонна тĕрлĕ удобрени туяннă. Пысăк тухăç илесси пахалăхлă вăрлăх акнинчен те нумай килет. Хуçалăхра вăрлăхсен 100 проценчĕ кондицие ларнă. Мĕн акатăн — çав шăтать, тенине тĕпе хурса тăрăшаççĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Çавна май кăçал «Трудсем» 766 гектар тĕш тырă, 10 гектар выльăх кăшманĕ акма, 53 гектар çĕр улми лартма палăртнă.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те хатĕрленĕ ĕçченсем. Паянхи куна хуçалăхра 20 тонна дизель топливи, 5 тонна бензин пур.

Эппин, çур аки вăхăтра иртессе, кĕркунне пысăк тухăç савăнтарасса шанма пулать.

А.ЕФРЕМОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика