17 апреля 2013 г.
Вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем палăртнă тăрăх, кăçалхи Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче кĕтмен улшăнусем пулмĕç. 9-мĕш класс пĕтерекенсен вара математикăпа виçĕ пайран — алгебрăран, геометринчен тата практика математикинчен — тăракан экзамен тытма тивĕ.
Выпускниксене çулран-çул пăшăрхантаракан тĕп ыйту: экзаменсене мĕнле хатĕрленмелле? Статистика тăрăх, тăвакан йăнăшсен 40 проценчĕ задачăн условине тимлĕн вуламаннипе çыхăннă. 90 балран ытларах пуçтарнисенчен чылайăшĕ çăмăл заданисенче пĕчĕк йăнăшсем яраççĕ, йывăррисене вара тĕрĕс шутлаççĕ. Çавăнпа та экзаменра чи пĕлтерĕшли — тимлĕ пулни. Унсăр пуçне, паллах, задачăсене шутлама, вăхăтпа тĕрĕс усă курма пĕлни те кирлĕ.
Источник: "Каçал Ен"