17 апреля 2013 г.
Апрелĕн 15-мĕшĕнче администраци çуртĕнче районти депутатсен Пухăвĕн «Район бюджетне пурнăçлассин 2012 çулхи отчетне çирĕплетесси çинчен» йышăнăвĕн проектне сÿтсе явнă. Унта депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн специалисчĕсем тата ыттисем те хутшăннă.
Администрацин финанс пайĕн начальникĕ Е.И.Чернов асăннă йышăнăвăн проекчĕпе паллаштарнă. Проекта сÿтсе явнă май, ăна районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕн кун йĕркине кĕртме йышăннă.
Источник: "Каçал Ен"