АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсене палăртнă

17 апреля 2013 г.

Иртнĕ кунсенче «Рюкзаксене çул çÿреве хатĕрлетпĕр» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Шкул çулне çитмен ачасенчен «Тĕнчене урăх куçсемпе пăхсам» номинацире Алсина Камартдиновăпа («Лейсан» ача сачĕ, Урмаел) Диана Гинатуллина («Пучах» ача сачĕ, Комсомольски) иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

«Сăрт-туран лайăххи — сăрт-ту кăна» номинацире те пирĕн районтан малти вырăнсене тухнă. Акă, Хирти Явăшри «Йăвача» ача садне çÿрекен Алсу Тазетдинова — иккĕмĕш, Джамиль Каримуллинпа («Пучах» ача сачĕ, Комсомольски) Ринат Хайбуллин («Лейсан» ача сачĕ) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

«Пĕрле анлăшсем тăрăх утма аван» номинацире вара Комсомольскинчи «Пучах» тата Хирти Явăшри «Йăвача» ача сачĕсене çÿрекенскерсем Ильнур Гисматуллинпа Аделя Сейфуллова пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă.

«На пределе» номинацире ачасенчен Илья Соколов («Пилеш», Комсомольски), педагогсенчен Комсомольскинчи «Пучах» ача садĕнче тăрăшакан Лилия Насертдинова пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене алăран вĕçертмен. Саламлатпăр! 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика